Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри чӑвашсен лидерӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе тӗлпулнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗнер Тутарстан Республикинчи Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫипе, Хусанти жиркомбинатӑн директорӗсен Канашӗн Председателӗпе Дмитрий Самаренкинпа тӗлпулнӑ


Тӗлпулура енсем культура тата экономика хутшӑнӑвӗсене анлӑрах сарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев Дмитрий Самаренкина нумай енлӗ обществӑлла ӗҫпе Чӑваш Республикипе Тутарстан Республики хушшинчи культура ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетнӗшӗн, чӑваш халӑх йӑлисене упранӑшӑн тав тунӑ.
"Тутарстанри Аксу районӗнче ҫӳллӗ шайра чӑваш культурин "Уяв" праҫникӗ иртнӗ. Мероприятие республика Президенчӗ Рустам Минниханов хутшӑннӑ. Вӑл Тутарстанра пурӑнакан халӑхсене юратса хисеплени савӑнтарать, – тесе палӑртнӑ Олег Николаев. – Пирӗн тӗллев наципе культура автономийӗсене тӗрев парасси. Эпир Чӑваш Енре ку енӗпе пысӑк ӗҫ илсе пыратпӑр. Чӑваш чӗлхине упраса аталантармалли программӑна йышӑнтӑмӑр, чӑваш чӗлхипе тухакан кӑларӑмсене анлӑлатрӑмӑр, чӗлхе политикине пурнӑҫа кӗртмелли инфраструктурӑна аталантаратпӑр, информаципе коммуникаци уҫлӑхӗнчи проектсене хута яратпӑр".
Олег Николаев сӑмахӗсемпе, ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкартан Хусана Атӑлпа "Валдай" судно ҫӳреме пуҫлать, ҫакӑ ҫынсемшӗн те меллӗ, регионсем хушшинчи ҫыхӑнусемшӗн те хушма канал.
"Причалта ӗнтӗ пӗрремӗш "Валдай" тӑрать, вӑл пассажирсене турттарма хатӗрленет, – тенӗ Республика Пуҫлӑхӗ. – Рейссем Тутарстан территорийӗнче те, Чӑваш Енре те кӗске чарӑнусемпе иртесси пирки регионсем хушшинчи килӗшӳ пур".
"Кӳршӗллӗ регионсенче пурӑнакансемшӗн ку лайӑх проект. Ҫакнашкал шыв ҫулҫӳревӗ ҫынсене килӗшесси пирки иккӗленӳ ҫук", – тенӗ Дмитрий Самаренкин.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев