Сувар

Тутарстанри чӑвашсен ертӳçи пулса Дмитрий Самаренкинах ӗҫлӗ

Ӑна пухӑннисем пӗр саслӑн пулса суйларӗҫ. Мӗншӗн тесен общество ӗҫне ун чухлӗ хӑй укҫа-тенкине хуракан лидер ҫук. Иртнӗ виҫӗ ҫулта чӑваш центрӗсемпе муниципаллӑ районсене 1700 фольклор кӗпи илсе панӑ.

Oтчетпа суйлав Конференцинче сӑмах калакансем нумайӑн пулчӗҫ. Сильвия Чаркина, Ирек Шарипов, Константин Яковлев, Ирина Трифонова, Александр Семёнов, Виталий Козлов, Владимир Тяпкин, Татьяна Вашуркина, Елена Кондюкова тата ыттисем.

Самаренкинӑн ҫумӗсем пулма Константин Малышева, Владимир Иванова, Светлана Садыковӑна, Ирина Трифоновӑна, Артём Носкова суйларӗҫ.

ТР Культура министерствин Хисеп хучӗсемпе Петр Плотникова, Светлана Садыковӑна, Володар Тимофеева,
ТР Халӑхсен Ассамблеин Хисеп хучӗсемпе Виктор Белова, Елена Кондюковӑна, Александр Семёнова наградӑларӗҫ.
"Сувар" хаҫат коллективӗ РФ Патшалӑх Думин депутачӗн, Раҫҫей ФНКАЧР ертӳҫин Тав ҫырӑвне тивӗҫлӗ пулчӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: