Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри çынсен 50 проценчӗ цифровизацие ырлать

Тутарстансем транспорт, тавар хатӗрлессипе, банкингпа çыхăннă цифровизацие пуринчен ытла кăмăллаççӗ. Çакна меллӗ, хăвăрт тата черетре тăмалла маррипе сăлтавлаççӗ вӗсем, тесе пӗлтерет «ПроймРейтинг» агентство.

Тӗпчеве ирттерме çаплах Kazan Digital Week халăхсем хушшинчи форумăн йӗркелӳçисемпе Цифра аталанăвне пулăшакан ассоциаци те хутшăннă. Вӗсен даннăйӗсем тăрăх, Тутарстанра транспорт, патшалăх структурисем, финанс системи, даннăйсен хӳтлӗхӗ, ял хуçалăхӗ, медицинăпа вӗрентӳ, культура, бизнеспа мониторинг системине цифровизациленӗ. Тутарстансемшӗн «цифрăн» чи паллă та ырă тӗслӗхӗ –  патшалăх услугисен порталӗ, интернет урлă çыхăну, финанссемпе ӗçлесси, банкпа онлайн мелӗпе çыхăнни. 

Анчах республика çыннисем «цифрăн» лайăх енӗсемпе пӗрлех çитменлӗхӗсене те палăртаççӗ. Пуринчен ытла хакерсем тапăнса даннăйсене вăрласран, харпăр информацие сарасран тата Цифра механизмӗсем аталаннипе çынсем ӗçсӗр юласран хăраççӗ. «Цифра» çӗнӗлӗхӗсенчен пуринчен ытла  QR-кодсене, сывлăх сыхлавӗнчи, медицинăри улшăнусене тата харпăр информацие контрольленине ырламаççӗ.  Медицинăпа вӗрентӗве цифровизацилени пирки шухăшӗсем халăхăн тӗрлӗрен. Пӗрисем ырлаççӗ пулсан, теприсем хирӗç. Тӗпчевçӗсем çакна респондентсен çул ӳсӗмӗнчен, пӗлӗвӗнчен тата ăçта пурăннинчен килнипе çыхăнтараççӗ. 

Тутарстансенчен 50 проценчӗ цифровизацие ырлать, 26,6 проценчӗ йышăнасшăн мар. Хирӗççисем хӗрарăмсен хушшинче иккен (33,3 процент), çак шухăшлă арçынсем 21,9 процент. Ӳсӗм çулӗсене илес пулсан, цифровизацие ытларах çул çитменнисемпе 24 çулчченхи çамрăксем килӗштереççӗ, вӗсенчен 65,8 проценчӗ цифровизацие куçнине ырлать. 

Мӗн ӗçлесе пурăннине пăхсан, «цифра» çине куçнишӗн студентсем, вăтам звено ертӳçисем, специалистсемпе техника ӗçченӗсем савăнаççӗ. 

Хамăр инф.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев