Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри Гуманитари пулăшăвӗн штабӗ Донбассран куçса килнисене тумсемпе тата канцеляри таварӗсемпе тивӗçтерет

Донбасс çыннисене пулăшу кӳме туса хунă Гуманитари пулăшăвӗн штабӗ республикăна ятарлă çар операцийӗн территорийӗнчен куçса килнӗ çынсене таварсемпе тивӗçтерессине малалла тăсать.

Çакăн çинчен ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Алла Кондратьева пӗлтернӗ. «Куçса килнӗ çынсене Тутарстан тӳрех чи малтан кирлӗ таварсемпе тивӗçтерчӗ, тӗрлӗрен тумтирпе тата спецификăллă таварсемпе çеç ыйтусем юлнăччӗ. Çак ыйтусемпе шăпах Гуманитари штабӗ аппаланать те. Çынсем ыйтнине ӗнтӗ йăлтах тивӗçтернӗ. Ытларах чухне ку тумтир тата ачасем валли шкул япалисемччӗ», - тесе пӗлтернӗ Кондратьева. Аса илтеретпӗр, Гуманитари пулăшăвӗ кӳрекен штаб Хусанти Маяковский урамӗнчи 24А çуртра вырнаçнă. Вăл ирхине 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ӗçлет.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев