Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри Лайăш районӗнче маскировка тӗтелӗсене çыхакан 12 пункт уçăлнă

Ятарлă çар операцийӗнче кирлӗ хатӗрсене Лайăшра, Дятлово, Столбище, Пелево ялсенче, «25 лет Октября» совхозра тата ытти вырăнсенче çӗлеççӗ

Сӳрӗк мар çынсем чиркӳсенче, шкулсенче, ял клубӗсемпе техникумсенче пуçтарăнса ӗçлеççӗ. 
«Хӗрарăмсем виçшер сменăпа тăрăшаççӗ. Техникум студенчӗсем те юлмаççӗ, шкул ачисем те пир татăкӗсене касма пулăшаççӗ. Пӗрремӗш смена ирхине сакăр сехетре пуçланать те кăнтăрлаччен тăсăлать. Иккӗмӗш смена кăнтăрларан пуçланса каçчен пырать, виççӗмӗш сменăрисем каçпа килеççӗ те çӗрлечченех ӗçлеççӗ. Кунне пӗр сетка туса кăларакан пултăмăр ӗнтӗ. Вӗсен калăпăшӗ питӗ пысăк – виççе-ултă метр сарлакăш. Хальхи вăхăтра пире питӗ шурă тюль кирлӗ тата ялтăртатман капрон» – тесе пӗлтернӗ Юлия Плескач волонтер. 
Маскировка тӗтелӗсем техникăна арт-обстрелтан пытарма кирлӗ. Çавăн пекех вӗсем блиндажсемпе окопсене маскировкăланă çӗре каяççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев