Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри Митрополи пӗлтернӗ тăрăх

Июнӗн 5-мӗшӗнчен граждансем храмсемпе мечӗтсене кӗрсе çӳреме пултараççӗ

Тутарстанăн Министрсен Кабинечӗ ӗнер «О мерах по предотвращению распространения в Республике Татарстан новой коронавирусной инфекции» ятлă, кăçлахи мартăн 19-мӗшӗнче йышăннă Постановленине улшăнусем кӗртнӗ.

Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне тата Тутарстан Республикикнче коронавирус инфекцийӗ сарăлнине шута илсе 2020 çулхи июнӗн 5-мӗшӗнчен граждансем храмсемпе мечӗтсене кӗрсе çӳреме пултараççӗ. Анчах та религи организацийӗсен культ помещенийӗнчи çынсен шучӗ ан ӳстӗр тесе сăнаса тăмалла.

400 тваткал метр лаптăк йышăнакан храмра (священниксемпе чиркӳре ӗçлекенсене шута илсе) пӗр вăхăтра 100 çынран ытла пулмалла мар. 4 тваткал метр лаптăкра 1 çын тăмалла.  

Çав вăхăтрах ТР Министрсен Кабинечӗ Потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен Федераллă надзор службин çӗнӗ коронавирус инфекцине профилактикăлас енӗпе организацисене çырса панă рекомендацисене çирӗп пăхăнса пыма хушать.  

Постановлени 2020 çулхи июнӗн 5-мӗшӗнче вăя кӗрет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Журналсем çине çырса хума пулать...