Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

  Тутарстанри нефтегазохими предприятийӗсем пӗрремӗш ҫурҫуллӑхра рекордлӑ тупӑш илнӗ

 «Татнефтехиминвест-холдинг» пичетленӗ документсем тӑрӑх тупӑш 1,1 триллион тенкӗ пулни паллӑ пулнӑ

"Пӗрремӗш ҫурҫуллӑх финанс кӑтартӑвӗсемпе рекордлӑ килсе тухрӗ. Нефтехими комплексӗпе ҫак ҫурҫуллӑхра илнӗ тупӑш 2016-мӗш ҫултипе танлашрӗ. Пысӑк тоннажлӑ хими предприятийӗсем кӑҫал питӗ пысӑк тупӑшлӑ пулма шантараҫҫӗ. 

Пысӑк результатсем хаксем сасартӑк ӳснипе пулчӗҫ. Никӗсри предприятисем мӗн пур шайри бюджетсене пӗрремӗш ҫур ҫулта 300 млрд тенке ҫитнӗ. Ку кӑтарту 2019 ҫултинчен 23% ытларах», – тесе палӑнтнӑ ытларикун холдингӑн генеральнӑй директорӗ Рафинат Яруллин директорсен канашӗнче.

Ун сӑмахӗсемпе, республикӑри бюджета куҫарнисем 2019 ҫултипе танлашнӑ. Пӗрремӗш ҫурҫуллӑхра 39 млрд тенкӗ куҫарнӑ, нефтехимипе хими секторӗнчи тӳлевсем ӳсни топливо секторӗнчи тӑкаксене саплаштарма пулӑшнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев