Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри Нумай функциллӗ центрсем специалистсене хатӗрлес тӗлӗшпе вуз студенчӗсемпе ӗҫлеме пуҫлаççӗ

Кун ҫинчен ТР НФЦ директорӗ Лена Музафарова пӗлтернӗ. "Ҫак даннӑйсене тишкернӗ чухне нумай функциллӗ центрăн тухӑҫлӑ ӗҫченӗн оптималлӑ портретне йӗркеленӗ тата ҫакна тӗпе хурса персонал суйлавне ирттермелли ҫула палӑртнӑ. Ҫавӑнпа 2022 ҫултан пуçласа НФЦ кадр политикин тата тепӗр тӗп тӗллевӗ – вузсенчи ҫамрӑксемпе ӗҫлесси пулса тӑрӗ", – пӗлтернӗ докладчик

Музафарова палăртнă тӑрӑх, пӗлтӗр учреждени Хусан федераллă университечӗпе хутшăнса ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ, унӑн тӗп тӗллевӗ – НФЦ тата ытти организацисенче ӗҫлеме пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем хатӗрлесси.

"Студентсемпе ӗҫлесси пӗрремӗш курсран пуҫланать. Вуз пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗлӗвне ҫирӗплетнӗ студент НФЦ сертификатне илет, вăл ӑна нумай функциллӗ центрта хӑйӗн карьерине пуҫлама май парать", – тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев