Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри предприятисенче коронавирусран вакцинацилеме пуҫланӑ

6,5 пин ҫын вакцинаци иртме ҫырӑннӑ, черетре тӑрать

Ҫакӑн ҫинчен ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пӗлтернӗ.

"Вакцинаци программипе пирӗн паян 68 вырӑн ҫирӗплетнӗ. Вӗсем ӳссе пырӗҫ, мӗншӗн тесен медучрежденисемсӗр пуҫне Эпир промпредприятисен площадкисене явӑҫтаратпӑр. Ҫакнашкал ӗҫе „Казаньоргсинтезра“, КАМАЗ-ра пуҫланӑ ӗнтӗ", – тесе палӑртнӑ республика ертӳҫи.
Рустам Минниханов сӑмахӗсемпе, прививка тунӑ ҫынсем вакцина сиенсӗр пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Республика препаратӑн 13,4 пин дозине илнӗ, 6 пин дозине ӗнтӗ ӗҫе янӑ. Рустам Минниханов палӑртнӑ тӑрӑх, ку уйӑхра Тутарстана "Спутник-V" препаратӑн 190 пин дозине илсе килмелле.
Прививкӑна хӑрушлӑхсӑр тумашкӑн Тутарстанра мӗн пур услови пур: Патшалӑх услугисен порталӗнче ҫырӑнса вакцинаци иртме пулать. Поликлиникӑсенче юхӑмсене уйӑрас меслетпе усӑ кураҫҫӗ, тесе ӑнлантарнӑ Президент.
Тутарстанра ӗнтӗ 6946 ҫын "Спутник-V" препаратпа прививка тунӑ. Вӗсенчен иккӗмӗш дозине 1756 ҫын илнӗ. Тата 6,5 пин ҫын вакцинаци иртме ҫырӑннӑ, черетре тӑрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев