Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри приют ачисем спирт ӗçсе наркăмăшланнă

Мамадыш районӗнчи Красная Горка ялӗнчи ачасемпе çул çитменнисен «Надежда» социаллă приютӗнчи 13-17 çулхи ултă ача антисептик ӗçсе наркăмăшланнă.

Хальхи вăхăтра кашни учреждение кӗнӗ çӗрте температурăна виçмелли, алăсене санитари дезинфекцийӗ тумалли хатӗрсем пур. Ачасем хаяр шӗвеклӗ флакона илсе шывпа хутăштарнă та ӗçнӗ.

Раççей Следстви комитечӗн Тутарстанри Следстви управленийӗн аслă помощникӗ Андрей Шептицкий пӗлтернӗ тăрăх, каярах ачасем хăйсене япăх туйнă, вӗсене Мамадышри тӗп район больницине илсе çитренӗ. Хальхи вăхăтра вӗсен сывлăхне медиксем сăнаса тăраççӗ.  

Следстви палăртнă тăрăх, приют администрацийӗ антисептик хатӗрӗсене кирлӗ пек упраманнине пула ачасем наркăмăшланнă. Çак фактпа «Выполнение работ, либо оказание услуг, не отвечающих требованиям безопасности» статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев