Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри пӗтӗм шкул пилӗк кунлăх вӗрентӗве куçмӗç

Тутарстанăн вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ тăрăх, республикăри миçе шкул пилӗк кунлă вӗрентӗве куçнине пӗлтернӗ.

«Республика пилӗк кунлă вӗрентӳ режимне куçса пырать. Пирӗн Хусанта, Анат Камăра, Элметре, яллă районсенче пилӗк кунлăха куçнă шкулсем пур. Анчах та пӗтӗм шкул çапла тумалла тени тӗрӗс мар», – тенӗ Хадиуллин.

Ун сăмахӗсемпе, «Вӗрентӳ çинчен» закон тăрăх, пилӗк кунлă вӗрентӳ режимне куçасси пирки шкул ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле йышăну тăвать. «Кашни шкул, кашни муниципалитет хăй тӗллӗн йышăну тăвать. Çав вăхăтра вӗрентӳ планне туллин пурнăçламалла. Урăхла каласан, мӗн пур предмет упранса юлмалла: ачасем вырăс чӗлхине те, тăван чӗлхесене те, математикăна та, ытти предметсене те туллин вӗренмелле. Ку вара çăмăлах мар», – тесе палăртнă министр.

 

Ведомство пуçлăхӗ хушса каланă тăрăх, канмалли кунсенче ӗçе çӳрекен ашшӗ-амăшӗсем ачисене шăматкун та вӗренттересшӗн. Ултă кунхи вӗрентӳ нагрузки пилӗк куна пӳлӗнессе чылайăшӗ ăналанаççӗ.

«Нагрузка пысăк чухне ачасем ывăнаççӗ. Эпир тӗпчевсем ирттертӗмӗр ӗнтӗ. Çавăнпа та, атьăр ку ыйтура васкар мар. Эпир хамăрăн ачасен сывлăхӗ çинчен шухăшласа йышăнусем тумалла», – тесе пӗтӗмлетнӗ вăл.

Ку вӗрентӳ çулӗнче пилӗк кунлăх вӗрентӳ режимне Хусанти 25 шкулти пуçламăш классенче куçнă, Анат Камăри 35, Элметри 7, Алексеевски районӗнчи 23.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев