Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри пӗтӗмӗшле регион продукчӗ кăçал 3,2 триллион тенкӗ пулать

Çакăн çинчен ТР Президенчӗ Рустам Минниханов республикăри финанс, налог тата казначей органӗсен канашлăвӗнче пӗлтернӗ

«Эпир регионри пӗтӗмӗшле (валовый) продукт, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 103,8 процента çити ӳсессе кӗтетпӗр. Абсолютлă цифра – 3,2 триллион тенкӗ. Промышленность производствин индексӗ 108,3 процент пуласса кӗтетпӗр. Ку цифра 3,765 триллион тенкпе танлашать», – тенӗ Минниханов.

Республика ертӳçин сăмахӗсемпе, строительство сегментӗнчи калăпăшсем 3,1 процента ӳсмелле. Тутарстан Президенчӗ палăртнă тăрăх, ӗçсене çав шутра наци проекчӗсемпе куçарнă федераллă укçа-тенкӗпе те тунă.

Суту-илӳри укçа çаврăнăвӗ те, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 6,2 процента ӳсмелле. Тӗп капитала хывнă инвестицисем 660-670 млрд тенке çитмелле.

«Çак кăтартусем – пандеми хыççăн экономика чӗрӗлӗвӗ пуçланассине пӗлтеркен факторсем», – тесе палăртнă Рустам Минниханов.

Вăл йывăр вăхăтра бизнеса заказсем тӗлӗшӗнчен тата ӗçпе тивӗçтерессинче те нихçанхинчен вăйлă пулăшнăшăн Раççей Президентне Владимир Путина тата РФ Правительствине тав тунă.

Çав вăхăтра, ТР Президенчӗ палăртнă тăрăх, хальлӗхе мӗн пур предприяти те ура çине тăрайман-ха. Статистика кăтартăвӗсем тăрăх, предприятисен 23 проценчӗ хальлӗхе тăкаклăн ӗçлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев