Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри шкулсем 100 проценчӗпех пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑннӑ

Ҫывӑхри виҫӗ ҫулта Интернет тата 250 пин киле кӗмелле

Тутарстанӑн цифра аталанӑвӗпе ҫыхӑну министрӗ Айрат Хайруллин ведомствон пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче иртнӗ ҫулталӑк ҫитӗнӗвӗсемпе, малашлӑхри плансемпе паллаштарнӑ. Республикӑри кил хуҫалӑхӗн 77 процентне килти интернет кӗртнӗ, ҫав шутра ҫурри ытла пысӑк хӑвӑртлӑхлине.

Ҫывӑхри виҫӗ ҫулта Интернет тата 250 пин киле кӗмелле. 2021 ҫулта сеть 70 пин кил хуҫалӑхне кӗмелле.
2020 ҫулта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернета 733 социаллӑ объекта кӗртнӗ. 2021 ҫулта ӑна 2557 социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объекта кӗртме палӑртнӑ. Ҫак перечене культура учрежденисем кӗнине те палӑртмалла.
Тутарстанри шкулсем 100 проценчӗпех пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑннӑ.
Раҫҫейре урӑх ун пек регион ҫук.
Республикӑра цифрӑллӑ танмарлӑха ликвидацилессипе ӗҫ илсе пырӑнать.  База станцийӗсем тӑваҫҫӗ, 2020 ҫулта 1034 тунӑ. Автоҫулсем ҫывӑхӗнче 18 вышка лартнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев