Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри шкулсемпе ача сачӗсенчи апат пахалӑхне тӗрӗсленӗ

Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх, прокуратура 300 ытла нарушенине сирме хушнӑ, санитарипе эпидемиологи нормисене пӑснӑшӑн 44 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Тутарстанра ачасем йышлӑн наркӑмӑшланни пӗрре те пулман. Ҫав вӑхӑтра республика прокуратурипе Роспотребнадзор ачасем валли апат хатӗрленӗ ҫӗрте нумай нарушени тупнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ продуктсене упрас срокпа, условисемпе тата санитари режимӗпе ҫыхӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шуҫӑм районӗнчи ача сачӗсенчен пӗринче Роспотребнадзор срокран тухнӑ сосискӑсем тупнӑ, Ҫӳльту районӗнче ачасене срокран тухнӑ катык ҫитернӗ. Ҫакнашкал нарушенисене прокуратура Хусанта, Ҫырчаллинче, Анат Камӑра, Алексеевски, Пестрецы, Спасски, Тукай, Аксу районӗсенче тупса палӑртнӑ.

Кӗҫӗн классенче вӗренекен тата инвалид-ачасене тӳлевсӗр апатлантарупа тивӗҫтермен тӗслӗхсем те пур. Тӗслӗхрен, Арск районӗнче прокуратура темиҫе шкулпа ача сачӗн ертӳҫисене ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерме явапланӑ.

Унсӑр пуҫне прокуратура туяну сферинчи контракт системинче йӑнӑшсене те асӑрханӑ. Час-часах ҫирӗплетнӗ контрактсене реестра кӗрмеҫҫӗ. Прокуратура ҫакнашкал йӑнӑшсене Хусанти тӑватӑ ача садӗнче асӑрханӑ. 

Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх, прокуратура 300 ытла нарушенине сирме хушнӑ, санитарипе эпидемиологи нормисене пӑснӑшӑн 44 ӗҫ пуҫарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев