Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри шкулсемпе колледжсем электронлă дипломсемпе аттестатсем парас эксперимента хутшăнаççӗ

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен вара çак реестра туллин ӗçлеттерме пуçламалла.

Тутарстанри шкулсемпе колледжсем электронлă дипломсемпе аттестатсем парас эксперимента хутшăнаççӗ.

Пирӗн республикăран унта Çырчалли хулинчи 4№ вăтам шкул, Хусанти 12№ гимнази, 10№ тутар-вырăс шкулӗ, Хусанти энергетика колледжӗ, суту-илӳпе экономика техникумӗ, Анат Камăри Лемаев ячӗллӗ нефтехимипе нефтепереработка колледжӗ, Мамадышри политехника колледжӗ тата Мензединскри ял хуçалăх техникумӗ хутшăнма кăмăл тунă.

Эксперимент виçӗ тапхăрпа иртет: мартăн 15-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 30-мӗшӗччен цифрăллă документсене формăлас тата вӗсене Патшалăх услугисен порталне кӗртес механизма ӗçлесе çитересшӗн (1-мӗшпе 2-мӗш тапхăр), октябрӗн 1-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен вара çак реестра туллин ӗçлеттерме пуçламалла.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев