Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри социаллӑ объектсене юсанӑ ҫӗре 2021 ҫулта 14 млрд тенкӗ ярӗҫ

Ӗҫсен калӑпӑшӗ малтанхи шайрах юлать, коронавирус пандемине пула корректировкӑсем кӗртмен. Ҫакӑн ҫинчен паянхи пресс-конференцире ТР строительство, архитектура тата ҪКХ министрӗн ҫумӗ Ринат Абдуллин каласа пачӗ

 Спикер сӑмахӗсемпе, хальхи вӑхӑтра ведомство Тутарстан территорийӗнче 44 программӑна пурнӑҫа кӗртет. Ҫакӑн валли республика 47 млрд тенкӗ тӑкаклать. 

"Вӗсенчен 14 млрд тенкине социаллӑ объектсене юсама яраҫҫӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсама – 6 млрд ытла. Президентӑн "Наш двор" программине пурнӑҫа кӗртме кӑҫал 8 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗрен федераллӑ программӑсемпе нацпроектсем ӗҫлеҫҫӗ – вӗсем пурте пирӗн пысӑк программӑна кӗреҫҫӗ", – тесе палӑртрӗ Абдуллин. 

Министр ҫумӗн сӑмахӗсемпе, май пуҫланиччен мӗн пур торгисем вӗҫленмелле. 

Паянхи кун строительство рынокӗнче специалист-рабочисем ҫитменни палӑрать. Ҫапах тутарстансем ӗҫ калӑпӑшне те, финанславне те чакарасшӑн мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев