Сувар

Тутарстанри суйлакансенчен 70 проценчӗ сасӑласа ӗлкӗрнӗ

Тутарстанри плебисцитра пурӗ 65 территорири тата 2,8 пин участокри суйлав комиссийӗ ӗҫлет. Республикӑри 2,9 млн ҫыннӑн сасӑлама ирӗк пур

Конституцири тӳрлетӳсемпе ҫыхӑннӑ сасӑлавра 2 млн ытла граждан сасӑ парса ӗлкӗрнӗ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтернӗ.

"Эпӗ халӗ ҫирӗппӗн калама пултаратӑп, ҫак вӑхӑта Тутарстанра сасӑлама пултаракан граждансенчен ытларахӑшӗ суйлав туса ӗлкӗрнӗ. Июнӗн 30-мӗшӗнчи каҫ валли 2 млн та 56 пин те 727 ҫын сасӑланӑ, ку хисеп суйлакансен пӗтӗмӗшле хисепӗн 69,85 проценчӗ чухлӗ",–тенӗ Кондратьев.
Паян, июлӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре Конституципе ҫыхӑннӑ сасӑлавӑн тӗп кунӗ. Тутарстанри плебисцитра пурӗ 65 территорири тата 2,8 пин участокри суйлав комиссийӗ ӗҫлет. Республикӑри 2,9 млн ҫыннӑн сасӑлама ирӗк пур.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: