Сувар

Тутарстанри ултă вуз Раççейӗн чи лайăх университечӗсен шутне кӗнӗ

Çакнашкал кăтартусемпе RAEX аналитика агентстви паллаштарать. Пурӗ 29 предметлă список пичетленнӗ. Мала тухнă вузсен шучӗпе Тутарстан виççӗмӗш вырăнта. Хусан федераллă университечӗ хăй лекнӗ рейтинглă списоксен шучӗпе малта пырать.

ХФУ «биологи», «географи», «педагогика вӗрентӗвӗ» рейтингсенче виççӗмӗш вырăн йышăнать. «Хими» рейтингӗнче вуз пиллӗкмӗш вырăна лекнӗ. «Экологи», «филологипе журналистика», «нефтьпе газ ӗçӗ» списокӗсенче ХФУ тата пӗр йӗрке аяларах тăрать. Раççейри вузсен хушшинчи «лингвистикăпа ют çӗршыв чӗлхисем» рейтингӗнче Хусан вузӗ çӗччӗмӗш вырăна.

КНИТУ–КХТИ «çăмăл промышленность технологийӗсем» рейтингӗнче мала тухнă, «апат-çимӗç технологийӗсен» рейтингӗнче – виççӗмӗш вырăна, «биотехнологисемпе биоинженери» рейтингӗнче – тăххăрмӗшне.

КНИТУ–КАИ çӗршыври вузсен хушшинче «авиаци тата ракетăпа космос техники» рейтингра тăваттăмӗш вырăн йышăннă. Çавăн пекех вуз «материалсен технологийӗ», «машина тăвассипе робототехника» рейтигсенче малта пыракан 20 вуз шутне кӗнӗ.  

Хусанти медицина университечӗ «медицина» рейтингӗнче 12-мӗш вырăнта, Хусанти архитектура университечӗ «строительство» списокӗнче 15-мӗш. Унсăр пуçне малти вузсен списокӗнче Иннополис та пур, вăл «информаци технологоийӗсем» рейтингра 13-мӗш йӗркере.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: