Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри виçӗ медицина ӗçченӗ Пирогов орденне тата Лука Крымский медальне тивӗçнӗ

Наградăлани пирки калакан Указ çине РФ Президенчӗ В.В.Путин алă пуснă.

Тутарстанра виçӗ медицина ӗçченне коронавируспа кӗрешессинче пысăк тӳпе хывнăшăн Пирогов орденӗпе тата Лука Крымский медалӗпе чысланă. Наградăлани пирки калакан Указ çине РФ Президенчӗ В.В.Путин алă пуснă.

Кремль сайтӗнче çырнă тăрăх, Раççейри медицина ӗçченӗсене тивӗçлӗ наградăсене «коронавирус инфекцийӗпе кӗрешессине пысăк тӳпе хывнăшăн, професси тивӗçне пурнăçланă чухнехи пысăк ăсталăхшăн, хăйсене хӗрхенменшӗн» панă.

Пирогов орденӗпе Хусан хулинчи 7-мӗш номерлӗ хула клиника больницин тӗп врачӗн çумне Луиза Губаевăна тата Агафонов профессор ячӗллӗ Республика клиника инфекци больницин инфекци уйрăмӗн заведующине Дина Семеновăна, Лука Крымский медалӗпе Çырчаллинчи инфекци больницин аслă медсестрине Валентина Калачевăна  наградăланă.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день медицинского работника