Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри волонтерсем ватă çынсене QR-кодсем илме пулăшаççӗ

«Çак эрнерен пирӗн доброволецсен «Помощь рядом – Пулăшу юнашар» юхăмӗн ӗçӗ çӗнӗрен тапранчӗ», – тесе пӗлтернӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов.

Доброволецсем республикăра пурăнакан аслă çулти çынсене QR-кодсене илсе пичетлесе кăларма пулăшӗç. «Помощь рядом – Пулăшу юнашар» юхăмсăр пуçне ыркăмăллăх ӗçне студент отрячӗсем тата çамрăксен обществолла организацийӗсем кӗрӗшнӗ.

Волонтерсем тутарстансене телефонпа консультаци параççӗ, тӗслӗхрен, 122 номерпе. Унсăр пуçне вӗсем ватă çынсене МФЦ офисӗсем патӗнче пулăшу кӳреççӗ, вӗсене япшар экипировкăпа палласа илме пулать. Министр палăртнă тăрăх, пулăшу ыйтакансен персоналлă даннăйӗсемпе ӗçлеме çамрăксен представителӗсен полномочи çук.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев