Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри хӗрӗх вырăнта тăван чӗлхесемпе диктант çырнă

Республикăри халăхсен тăван чӗлхисене тимлӗх уйăрас тесе çакнашкал вӗрентӳ акцийӗ Тутарстанра пурнăçа кӗрсе пырать. Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗ тата унăн филиалӗсем унăн тӗп площадкисем пулса тăчӗç.

Кăçал унта 17 чӗлхепе диктант çырчӗç: араб, азербайджан, армян, грузин, бурят, украин, нимӗç, туркă, хинди, узбек, кăркăс, чăваш, мари, пушкăрт, мăкшă, ирçе, удмурт, якут чӗлхисемпе. Акци виçӗ куна тăсăлчӗ.
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче тăван чӗлхе пӗлӗвне тӗрӗслес текен чăвашсем Туслăх çуртӗнчи пӗр пӳлӗме шăнăçаймарӗç. Çавăнпа йӗркелекенсем диктант çырас текенсене икӗ ушкăна пайларӗç: кӗçӗннисем класра, аслисем пӗрремӗш хутри залра çырчӗç. Аслисене «Сувар» хаçатăн корреспонденчӗ Татьяна Васильева диктант çыртарчӗ. Кӗçӗннисене – çамрăксен «Аталан» юхăмӗн хастарӗ Светлана Гордеева.

ЧНК пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев