Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри ял-хуҫалӑх производителӗсем ҫитес ҫултан ҫӗнӗ грант илме пултараҫҫӗ.

Унӑн укҫи 30 млн тенке ҫитет

Ҫакӑн ҫинчен ТР ял-хуҫалӑх министрӗ Марат Зяббаров ӗнер журналистсене каласа пачӗ.

Микро- е пӗчӗк предпринимательство критерийӗсене шӑнӑҫакан,  «О развитии малого и среднего предпринимательства в РФ» федераллӑ законпа килӗшӳллӗн ял территорийӗнче регистрациленнӗренпе 24 уйӑх иртнӗ пулсан, ял-хуҫалӑх таварне туса кӑларакан "Агропрогресс" гранта илес тесе конкурса хутшӑнма пултарать.
Агропрогресс – ял-хуҫалӑх таварне туса кӑларакансене парӑнакан грант, тӗслӗхрен, тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳсем илме пултараҫҫӗ ӑна. Ҫак гранта КФХсем, ИПсем, ял-хуҫалӑх потребителӗсен кооперативӗсем илме пултараймаҫҫӗ, вӗсем валли урӑх программӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
Агропрогресс ял фермисене аталантаракан грант пекех, ҫав тӗллевсемпех тӑкакланать: ял-хуҫалӑх продукцине тӑвакан, упракан, тирпейлекен, сутакан базӑна аталантарасси. Ун шутне ял-хуҫалӑх таварне туса кӑларасспе, упрассипе тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ объектсене тӑваси тата туянасси, ҫавӑн пекех продукци туса илсе тирпейлемелли оборудованине, ял-хуçалăх техникине, ятарлӑ транспорта туянасси, ял-хуҫалӑх выльӑх-чӗрлӗхне (сыснасемсӗр пуҫне), кайӑк-кӗшӗкпе ӗрчетмелли пулӑ туянасси кӗреҫҫӗ.
ТР Ял хуҫалӑх министерствин ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, отрасле малалла аталантарас задачӑсене пурнӑҫа кӗртесси нумай чухне пӗчӗк хуҫалӑхсен ӗҫӗнчен килет. Ку вӑл 450 пин харпӑр, 4 пин фермер хуҫалӑхӗ. Вӗсем пӗтӗмӗшле ял-хуҫалӑх продукцийӗн ҫуррине туса кӑлараҫҫӗ.
"Вӑл мӗнле формӑпа ӗҫлени – уйрӑм хуҫалӑх пек-и, фермер е хӑйне-хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекен пек-и – республикӑшӑн производствопа аппаланакан кашни ҫын пӗлтерӗшлӗ",– "тесе палӑртрӗ Марат Зяббаров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев