Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри заправкӑсенчи бензинпа соляркӑна тӗрӗслеҫҫӗ

Топливо кирлӗ пахалӑха тивӗҫтерменни ҫинчен калакан информацие АЗС хуҫисене тата профильлӗ министерствосемпе Министрсен Кабинетне яраҫҫӗ

 

Тутарстанра заправкӑсенчи бензинпа солярка пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. 218 автозвправка станцийӗнчен 392 проба илнӗ тесе пӗлтерет Тутарстанри топливопа энергетика пахалӑхне тӗрӗслекен управленин ертӳҫин ҫумӗ Шамиль Гумеров.
"Топливона тӗрӗслекен уйӑхлӑх октябрӗн 26-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Тутарстанра вӑл кашни заправкӑра ӗнтӗ 10 ҫул иртет",– ӑнлантарнӑ Гумеров.
"Пробӑсем илекен 3 мобильлӗ ушкӑн районсем тӑрӑх ҫӳрет. Илнӗ материалтан 14-шӗ нормативсене тивӗҫтермест. Хальлӗхе заправкӑсен 70 процентне тӗрӗсленӗ. Бензинпа солярка кирлӗ пахалӑха тивӗҫтерменни ҫинчен калакан информацие АЗС хуҫисене тата профильлӗ министерствосемпе Министрсен Кабинетне яраҫҫӗ.

Владимир Васильев сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев