Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри журналистсене пичет кунӗпе саламлатпӑр!

 Паян Тутарстан журналисчӗсем Пичет кунне уявлаҫҫӗ. «ТАТМЕДИА» акционерлӑ обществон генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков ӗҫтешсене уяв ячӗпе саламларӗ

"Сире професси уявӗпе - Тутарстан Республикин Пичет кунӗпе саламлатӑп. Кунсерен пулӑмсен хушшинче пулма, информаци контенчӗ хатӗрлеме, анлӑ аудиторие тӗрӗс материалсемпе тивӗҫтерме хӑй ӗҫӗн профессионалӗсем ҫеҫ пултараҫҫӗ.

Журналистика вӑл кӑмӑл туртӑмӗ. Сире уникаллӑ информаци сӑлтавӗсем, вуланакан тата цитатӑрсене саракан материалсем, шанчӑклӑ вулакансем сунатӑп", - тенӗ хай саламлӑ сӑмахӗнче Шамиль Садыков.

Тутарстанри хыпар хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем пичет кӑларӑмӗсене хатӗрлесе кӑларнисӗр пуҫне хальхи вӑхӑтра мультмедиа уҫлӑхӗсене пӑхӑнтараҫҫӗ. Пӗлтӗртенпе "Татмедиа" холдингӗнчи редакцисен социаллӑ сетьсенчи пӗрлехи аудиторийӗ 34% ӳснӗ. Ҫакӑ вӗсене медиарынокра хӑйсене тӗреклӗ туйма май парать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев