Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстансене «Сохраним лес» акцие хутшăнма чӗнеççӗ

Октябрӗн 5-мӗшӗнче республикăра пурăнакансем вăрман лартнă çӗре хутшăнма пултараççӗ. Раççейӗпе иртекен «Сохраним лес» акци Хусан çумӗнчи тăватă вырăнта иртнине пӗлтерет ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви.

Хунавсене Лайăш районӗнчи Вороновкăпа (участок координатисем: 55.640791, 49.116362) Пиголи (участок координатисем: 55.568110, 49.171517) ялсем çывăхӗнче, Çӳлту районӗнче вырнаçнă «Каменка» санатори çумӗнчи поселокра (участок координатисем: 55.933307, 49.332308) тата Аслă Дербышки (участок координатисем: 55.874008, 49.201109) çумӗнче лартаççӗ.

Акци ирхине 10 сехетре пуçланать. Йывăç лартма кирлӗ япаласене вырăнтах параççӗ. Ытти районсенче акци хăш вăхăтра тата ăçта иртнине çак ссылкăпа пӗлме пулать.

ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗн Равиль Кузюровӑн сӑмахӗсемпе кăçалхи акци 6-мӗш хут республикипе кашни районта иртет.

«Акци шайӗнче пурӗ 170 площадкăра 1 миллион ытла хунав лартмалла. Тутарстанра вӑрмансене сыхласа хӑварас тӗллевпе ирттерекен акцие кашнинех хутшӑнма чӗнетӗп», — каланӑ Равиль Кузюров.

2023 ҫулта мероприятие хутшăннă 20 пин ҫын 600 гектарта 2 миллион йывӑҫ лартнӑ.

«Сохраним лес» акцие çутҫанталӑка сыхласа хӑварас тӗллевпе Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ «Экология» наци проекчӗ шайӗнче ирттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: лесное хозяйство