Тутартсанра хир качакисем, пăлансем, мулкачсемпе сăсарсем нумайланнă
Республика территорийӗнче сунар чӗрчунӗсене шута илес ӗçӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе, Тутарстанра 2024 çулта сунар правилисене 1 026 хут пăснине, çулталăк пуçланнăранпа ку цифра 400 танлашнине «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн председателӗн çумӗ Рамиль Шарафутдинов тата ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӳсен-тăранпа чӗрчун тӗнчин сыхлавӗн управленийӗн ертӳçи Ринат Чиспияков каласа пачӗç.
Хӗллехи маршрут учечӗ январӗн 15-мӗшӗнчен мартăн 15-мӗшӗччен иртнӗ. Кашни маршрут 5–15 километр тăршшӗ пулнă. Тискер кайăксене 400 ытла çын шутланă. Икӗ уйăх хушшинче ведомство ӗçченӗсем 1435 километра пăхса тухнă.
Хӗллехи маршрут учечӗн кăтартăвӗсем тăрăх, 2025 çулта республикăра хир качакисен, пăлансен, мулкачсен тата сăсарсен йышӗ ӳсни паллăрнă. Республика вăрманӗсенче 16 865 хир качаки (пӗлтӗрхинчен 1% ытларах), 494 паха пăлан (благородный олень) (пӗлтӗрхинчен 24% ытларах), 41 303 хир мулкачӗ (заяц-русак) (пӗлтӗрхинчен 9% ытларах), 10 000 вăрман мулкачӗ (заяц-беляк) (пӗлтӗрхинчен 4% ытларах) тата 3037 сăсар (куница) (пӗлтӗрхинчен 8%) пурăнать. Учет кăтартăвӗсем тăрăх сунар валли уйăрнă вырăнсенче пурăнакан тискер кайăксен шучӗ çирӗп. Лось, пакша тата сăрă хир чăххисен (куропатка) шучӗ чакнине кăна палăртрӗ Рамиль Шарафутдинов.
Паян, мартăн 26-мӗшӗнче МФЦсенче сунара çӳреме ирӗк паракан хутсем пама тытăнине те каласа хăварчӗç пресс-конфернцире. Юлашки тăватă çул хушшинче республикăра ирӗк илекенсен шучӗ ӳсни палăрать. 2020 çулта вӗсем 22 пин пулнă пулсан, 2024 çулта 38 пин çын кун пек документ илнӗ. Сунар правилисене пăснăшăн сунарçăна 500 тенкӗрен пуçласа 4 000 тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараççӗ. Асра тытмалла кӗсьере сунара кайма ирӗк паракан хут пурри, хăвна мӗн чухлӗ кирлӗ çавăн чухлӗ чӗрчун тытма ирӗк памасть. Çурхи тапхăрта сунарта кайăк-кӗшӗк тытмалли нормăсене те палăртнă. Кăвакал аçине – кунне виççӗрен ытла мар, хура – иккӗрен ытла мар, вăрман кайăкне (вальдшнеп) – виççӗрен ытла мар тытма юрать.
«Амасене эпир тытмастпăр. Паллах, хурсемсӗр пуçне, вӗсене инçетрен уйăрса илме май çук, вăрман кайăкне (вальдшнепа) те», – çуркунне чӗрчунсем ӗрченӗ вăхăт пулнăран аçасене кăна тытма юранине палăртрӗ Ринат Чиспияков.
Çурхи сезонра шывра ишекен кайăк-кӗшӗке хӳтлӗхрен тата 5 миллиметртан кая мар йӗтрепе перекен пăшалпа усă курса çеç тытма юрать. Сунарта йытăсемпе аманнă кайăка кăна шыраса тупма ирӗк пур. Тепловизорсемпе, каçхи курăну приборӗсемпе тата ытти çутă хатӗрӗсемпе усă курма юрамасть. Заповедник территорийӗсенче те сунара çӳреме чарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев