Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутлă «турилккене» пӗрре асăрхасан ун патне çине-çинех вӗçсе килет

Вӗçен кайăксене кӗркуннепе хӗлле апатлантарни вӗсен йышне, популяцине сыхласа хăварма пулăшать

 Ку ӗçе çуркуннех пуçăнсан аван. Эпир, тӗслӗхрен, мăнуксемпе пӗрле 2-3 вырăна ятарласах хӗвелçаврăнăш акса хăваратпăр, çуллахи шăрăх кунсенче шăваратпăр. Ӗлкӗрсе пынă май, хăш-пӗр хӗвелçаврăнăш пуçне хулăн пусмапа çыхса хуратпăр, теприсене вӗçен кайăксем çиччӗр тесе уçă хăваратпăр. Хӗвелçаврăнăша кăсăясем ыттисенчен те хытăрах юратаççӗ. Тутлă «турилккене» пӗрре асăрхасан, ун патне çине-çинех вӗçсе килеççӗ. Хамăр çемьепе лартнă йывăçсен турраттисем çине ларса хӗвелçаврăнăша питӗ ăста катса çиеççӗ вара. Вӗçен кайăксем аякка ан кайччăр тесе маларах çакнă сырăш çине çулла та хӗвелçаврăнăш хуратпăр. Çавăнпах сентябрӗн пӗрремӗш çурринчех кăсăясем пирӗн пахчана иленеççӗ. Шăп çак вăхăтра вăрмансенчен ялсене куçса килме тытăнаççӗ вӗсем.
Кăсăясем кӳлепепе пӗчӗк пулсан та, питӗ апшур. Çу вăхăтӗнче кунне 40-шер грамм (хăй йывăрăшӗ чухлӗ) çиет. Хӗллехи сивве ним мар чăтать, анчах выçă тăраймасть. Орнитологсем ӗнентернӗ тăрăх, çак сăлтавпах 10 кăсăяран пӗр-иккӗшӗ кăна хӗл каçаять иккен.
Хам эпӗ вӗсем валли сырăша икӗ пайлă тăватăп. Хупă пайӗ пӗчӗк вӗçен кайăксем (пысăк, кăвак тата пӗчӗк кăсăясем) валли. Кӗрсе тухмалли шăтăка 40 миллиметр кăна тăватăп. Уçă пайӗ пысăкраххисем (уйăп, пилеш кайăк, сульха, шӗлинкурăс) валли. Уçă пайне ытти апатсемпе пӗрле юман йӗкелӗпе хӗрлӗ пилеш çырлине хуратăп. Кӗрхи-хӗллехи вăхăтсенче вӗçен кайăксене апат тупма çав тери йывăр. Çитменнине 6 уйăха яхăн (октябрь – март) тӗттӗм те сивӗ вырăнта çӗр каçма тивет вӗсен. Çакна шута илсе кунне икӗ хут, ирхине 7-8 сехетре тата хӗвел анас умӗн, апат хурса паратăп.
Асăннă вӗçен кайăксенчен кăсăя кăна ал тупанӗ çинчи апата сăхма хăрамасть. Анчах урăх тумпа тухсанах асăрханать, малтан нумайччен сăнать, хăнăхсан тин ал тупанӗ çине пырса ларать. Тата çакна та палăртмалла: кăсăя хăйне тăрантараканăн сассине лайăх уйăрать, урăх вырăна куçсан та апат парасса шанса вӗçсе пырать.
Вӗçен кайăксене хӗл каçма лайăх условисем туса парас тесен, вӗсем валли кил-çурт, вӗрентӳ учрежденийӗсен территорийӗнче, парксенче сырăшсем туса çакмалла. Хӗвелçаврăнăш, тулăпа урпана тата пăрçана вӗтетсе тунă хутăш апат хурса памалла. 1,5-2 метр çӳллӗше 100-120 грамм чухлӗ салă çаксан та аван. Ку апат вӗсене 7-10 куна çитет.
Вӗçен кайăксем валли сырăшăн каркасне 30/25 мм пысăкăш йывăç татăкӗнчен, урайӗпе тăррине 4 миллиметр хулăнăш поликарбонатран, çакмаллине 4 миллиметр хулăнăш пралукран тума сӗнетӗп. Хӗвелçаврăнăш, вӗтетнӗ тӗрлӗ тырă хутăшӗ, кавăн вăрри, пысăкраххисем валли типӗтнӗ хӗрлӗ пилешпе юман йӗкелӗ памалла. Анчах ан манăр, тăварланă салăпа ыраш çăкăрӗ пама ан тăрăшăр, вӗсем вӗçен кайăк сывлăхӗшӗн сиенлӗ.

Альберт КОЛЬЦОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев