Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ

Kам-ха, кам çак халăха пӗлмест: Вăл çӗр пин сăмахпала пуплет, Çӗр пин юрă-çемӗ кӗвӗлет, Çӗр пин тӗслӗ тӗрӗ вăл тӗрлет. П.Хусанкай.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче Халăхсен хушшинчи тӑван чӗлхе кунне халалланӑ «Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ» музей урокӗ иртрӗ.
Мероприятие хутшăннă ачасем чӑваш наци костюмӗсемпе, эрешсен пӗлтерӗшӗпе, историйӗпе, культурипе, тӑван чӗлхе çинчен каланӑ сӑмах çаврӑнӑшӗсемпе паллашрӗç, викторинӑна хутшӑнса хăйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗç. Мероприяти вӗçӗнче ачасем тӑван чӗлхе пуянлӑхӗ çинчен янравлӑ сӑвӑсем каларӗç. Мӑн асанне-кукамайсем тӗрленӗ алшӑллисен «Тӗрӗ-эреш – кил илемӗ» куравӗпе те паллашрӗç.
Юлашкинчен пурте çакăн пек пӗтӗмлетӳ турăмăр: пирӗн пурин те хамӑрӑн тӑван чӗлхене хакламалла, упрамалла тата юратмалла.
Эй, чӗлхем! Анне панӑ чӗлхем!
Янӑра эсӗ çутӑ тӗнчере!
Ыттине çӗр чӗлхе хуть пӗлем,
Эсӗ манӑн пӗрре çеç, пӗрре!
Пиртен кашниех малашне те хамӑр чӑваш пулнине туйса хамăр халăх пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшасса, чӑн-чӑн патриот пуласса шанас килет. Пирӗн, чӑвашсен, чӑвашах пуласчӗ. Манас марччӗ хамӑрӑн тӑван чӗлхене, упрасчӗ ӗмӗр-ӗмӗре.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
13 апреля 2021 - 17:29Аксу Чăваш Пики Кам мӗнле хатӗрленни – пӗрремӗш тӗрӗслев тапхӑрӗнчех палӑрать10501
-
13 апреля 2021 - 17:05На YouTube-канале «2FAN» впервые вышел ролик на башкирском языке Лилия Шагалеева прочла стихотворение на родном башкирском языке.4700
-
13 апреля 2021 - 11:47Тутарстанра 2021 çулта вӗренӳ сферинчи нацпроект çине 628 млн ытла укçа уйӑрӗҫ. 202 млн ытла Тутарстан бюджетӗнчен уйӑрӗҫ8400
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 апреля 2021 - 06:00Юратнă çыннăмăра юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Петр Александрович ЕВЛАМПЬЕВ апрелӗн 2-мӗшӗнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать12300
-
19 марта 2021 - 14:57Эсӗ пирӗншӗн ылтăнран та хаклăЭлмет районӗнчи Клемтел ялӗнче пурăнакан юратнăран та юратнă çыннăмăр Луиза Васильевна ОСИПОВА март уйăхӗн 25- мӗшӗнче 80 çул тултарать16300
-
19 марта 2021 - 14:22Вăрăм ӗмӗр сунатпăр сана!!!Аксу районӗнчи Çӗньялта пурăнакан хаклă çыннăмăр, хастар та ӗçчен чăваш каччи, нумай çул каялла «Звено» колхоз председателӗ, газовик пулса ӗçленӗскер, Константин Яковлевич ЕФРЕМОВ мартăн 19-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ14400
-
11 апреля 2021 - 10:11Тутарстан усламҫисене сутма вӗрентеҫҫӗ Туса илнӗ продукцие ниçта вырнаçтарайманнипех нумай предприяти хупăнать паян16300
-
12 апреля 2021 - 15:53Элмет хулинче пурӑнакан педиатр 3 миллион тӑракан иномарка ҫӗнсе илнӗ. Теймур Ибрагимов креативлӑ видеосем ӳкерме юратать.15100
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика