Сувар

Тӑван чӗлхе кунне халалласа ачасем сӑвӑсем вуланӑ

Вырсарни шкулӗн дирекцийӗ хутшӑнакансене тав тӑвать

  Вырсарникун Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртӗнче Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ мероприяти иртнӗ. Тӗрлӗ халӑхсен представителӗсем вӑрҫӑ ҫинчен сӑвӑсене хӑйсен тӑван чӗлхисемпе вуланӑ. Вырсарни шкулӗн чӑваш уйрӑмне ҫӳрекенсем –Артём Анисимов, Мария Сардиванова, Милла Хусаинова, Стефания Чаркина, Оскар Ярослав – Вениамин Тимаковӑн "Палӑк умӗнче" сӑввине вуланӑ. Валентина Васильева, Светлана Гордеева, Олег Журавлев Александр Алкан "Вӑрҫӑ туррин симфонийӗ!" сӑввине вуланӑ.

Палӑртса хӑвармалла, хӑйсен чӗлхисемпе сӑвӑ вулакансен хушшинче чӑваш ушкӑнӗ чи йышли тата тӗрлӗ ҫулти пулнӑ.

Сильвия Чаркина, автор сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: