Сувар

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, вӑрҫӑ ӗҫӗсене хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисен членӗсем право пулӑшӑвне тӳлевсӗр илӗҫ

Апрелӗн 28-мӗшӗнче 9:00 сехетрен пуҫласа 12:00 çитиччен Хусанти "В. И. Ленин ячӗллӗ КДК-ра" (Копылов урамӗ, 2А çурт) Тутар Республикин юстици министерстви Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, вӑрҫӑ ӗҫӗсене хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ парӗ

Спикер: юстици министрӑн пӗрремӗш заместителӗ А. Г. Галимов

Хутшӑнакансем тӳлевсӗр тата черетсӗр консультаци илме пултараççӗ.

Реклама

"Пирӗн республикӑра пурӑнакансене тӳлевсӗр право пулӑшӑвне парасси - минюст умӗнче тăракан чи малтанхи задачӑсенчен пӗри. Тӳлевсӗр право пулӑшӑвне паракан кунсем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Эпир çакăн пек мероприятисене паллă датăсем умӗн ирттерме тăрăшатпăр: Пӗтӗм Тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ, Инвалидсен кунӗ. Паянхи мероприятие Аслӑ Çӗнтерӳ кунӗпе çыхăнтарнă", - пӗлтерчӗ ТР юстици министрӗн пӗрремӗш заместителӗ АйнурГалимов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: