Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тваттӑмӗшне те, ыттисене те шута илӗҫ

2020 ҫулта Тутарстанра "Демографи" наци проектне пурнӑҫа кӗртме 8,7 млрд тенкӗ уйӑрнӑ

Виҫҫӗмӗшне е ун хыҫҫӑнхисене ҫуратакан хӗрарӑма, вӑл Тутарстанри ялта пурӑнать пулсан, 100 пин тенкӗ укҫа параҫҫӗ.

2016-2018 ҫулсенче Тутарстанри ялсенче пурӑнакан 29 ҫула ҫитмен 124 хӗрарӑм виҫҫӗмӗш е тваттӑпа пиллӗкмӗш хут, хӑшӗсем улттӑмӗш хут та, анне пулса тӑнӑ.

Ун пеккисене 100 000 тенкӗ парасси ҫинчен журналистсене ТР ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова ТР Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвне ӑнлантарнӑ чух каласа панӑ.
"Енчен те 29 тултарман хӗрарӑм виҫҫӗмӗшне кӑна мар, тваттӑмӗш, пиллӗкмӗш е тата ытларах ача ҫуратрӗ пулсан, ӑна пӗр хутчен 100 пин тенкӗ тӳленет. Ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн ку питӗ кирлӗ укҫа пулнине эпир пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен ача ҫуралсан ҫемье бюджечӗ самай чакать",– ӑнлантарнӑ Зарипова.
Министр аса илтернӗ тӑрӑх, малтан 100 пин тенке ялти хӗрарӑмсене виҫҫӗмӗш ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн кӑна панӑ.

"2016-2018 ҫулсенчи кӑтартусене тишкерсен эпир 29 тултарман хӗрарӑмсенчен 124-шӗ виҫҫӗмӗш мар, 4,5,6-мӗш ача амӑшӗ пулса тӑнине пӗлтӗмӗр. Социаллӑ тӗрӗслӗх пултӑр тесе Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ҫак кирлӗ йышӑнӑва тунӑ",– тесе палӑртнӑ ӗҫ министрӗ.
2020 ҫулта Тутарстанра "Демографи" наци проектне пурнӑҫа кӗртме 8,7 млрд тенкӗ уйӑрнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев