Тыл ӗçченӗпе тӗл пулни ачасемшӗн кăсăклă та пӗлтерӗшлӗ пулнă
Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăри вăтам шкулта вӗренекенсене Вера Александровна Ишметьева вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсем çинчен каласа панă.
Вера Александровна майăн 16-мӗшӗнче 1929 çулта çуралнă. Çемьере 6 ача ӳснӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 12 çулта çеç пулнă. Анчах унăн çитӗннисемпе пӗртанах ӗçлеме тивнӗ.
Вера Ишметьева хăйӗн тăван ялӗнче пурăнакан арçынсене вăрçа илсе кайнине çапла аса илет: «Пурте макăраççӗ, кăшкăрашаççӗ. Арçынсене машинăсем çине лартрӗç те, фронта илсе кайрӗç. Хăшӗсене хиртенех...»
Вăрçăра унăн ашшӗпе икӗ пиччӗшӗ пулнă. Пиччӗшӗсем киле таврăннă пулсан, тăватă хут аманнă ашшӗ 1943 çулта сентябрӗн 5-мӗшӗнче Тверь хули патӗнче вилнӗ.
Вăрçă пӗтнӗ çул Вера аппа 16 çул тултарнă. Пуçламăш шкулта 4 класс пӗтерсен, вăл фермăра пăру витинче ӗçленӗ, пенсие кайиччен дояркăра тăрăшнă. Качча тухса 5 ача çуратса ӳстернӗ.
Шкул ачисем вăрçă вăхăтӗнчи асаилӳсене кăсăклансах итлерӗç, ыйтусем пачӗç. Тӗлпулу çитӗнекен ăрушăн питӗ кăсăклă пулчӗ.
Пирӗн вăрçă çинчен историллӗ асăнăва упраса хăвармалла. Фашистла Германие аркатнăшăн, вăрçă вăхăтӗнче тата вăрçă хыççăнхи çулсенче çӗршыв аталанăвӗшӗн тăрăшнă çӗнтерӳçӗсен ăрăвне чӗререн тав тăвасси хамăрăн тивӗç тесе шутлатпăр.
Елена САВЕЛЬКИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев