Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Тылри паттăрлăх» марафон Хусанта вӗçленет

Майăн 11-мӗшӗнче Хусанти федераллă университетра «Тылри ӗç паттăрлăхӗ: Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене туни» наукăпа практика конференцийӗ иртет. Уçă дискуссире докладсемпе профессионаллă истоиксем, таврапӗлӳçӗсем, наука ӗçченӗсем, вӗрентӳ структурисен преподавателӗсем докладсем тăваççӗ.

Пухăнисене ТР культура министрӗн çумӗ Юлия Агдамова тата Чăваш Республикин культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова саламлă сăмахсем калаççӗ.

17:00 сехетре Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗнче Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче тылра ӗçлекенсен хастарлăхне  асăнса тата Хусан обвочӗпе Сăр хӳтӗлев чиккине туса пӗтернӗренпе 80 çул çитнине халалласа уяв концерчӗ иртет.

Концерт хăнисене курав экспозициӗпе тата Чăваш Республикин Патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн, Тутарстан Республикин Камера хорӗн тата ытти ушкăнсен пултарулăхӗпе паллаштарӗç.

Концерт ветерансене «Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тăвакансене» медальсем панипе вӗçленӗ.

Мероприятире Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов, Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев, Тутарстан Республикин вице-премьерӗ Васил Шайхразиев, Чечен Республикин культура министрӗ Айшат Кадырова, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова хутшăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев