Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТЫМАРТАНАХ КАСĂЛМĂПĂР-ХА

  шкул пурнăçӗ

Ку ялта ашшӗ-амăшӗсем пӗр саслăн тенӗ пек чăваш ялӗнче вырăс чӗлхи тăван чӗлхе пулаймасть тесе йышăннă

Тăван чӗлхепе çыхăннă лару-тăрăва пӗлес тесен шкулти тăхтавсенче ачасем хăйсен хушшинче мӗнле чӗлхепе калаçнине кăна сăнамалла. Çӗнӗ çул умӗн Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел шкулне ятарласах кайрăмăр. Тăван чӗлхе кунта уççăнах янăрать-ха хальлӗхе, хăш-пӗр кӗçӗн классене шута илмесен, пурте чăвашлах калаçаççӗ. Шкулта хăш чӗлхене тăван чӗлхе тесе суйласси пирки ыйту тухсан, ашшӗ-амăшӗсем пӗр саслăн тенӗ пек чăваш ялӗнче вырăс чӗлхи тăван чӗлхе пулаймасть тесе йышăннине савăнса пӗлтерчӗ чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Майя Леонидовна Назарова.

Анчах юлашки вăхăтра хăйсен ачисене пикенсех вырăсла кăна калаçтарас текенсем кунта та пур. Ача садӗнче чăвашла калаçтарманни-вӗрентменни лару-тăрăва тата йывăрлатать. Чăваш ялӗн садикӗнче ачасене мӗншӗн тăван чӗлхепе калаçтарманнин сăлтавне пӗлеймерӗмӗр, заведующийӗ ӗçпе кайнипе вырăнта пулмарӗ.
Çавăнпа кӗçӗн классем вырăсла калаçасси майпен йăлана кӗрсе пырать те. Ку вара чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗн ӗçне тата йывăрлатать. Майя Леонидовна каланă тăрăх, вырăса тухас йăла районти ытти ялсенче вăйлăрах. Йăвашкелӗнче халăх ытларах​ чăвашла калаçнипе кăна лару-тăру хăрушах мар. Апла пулин те шкулта чӗлхене туякан ачасем сахалланса пыраççӗ. Пӗлтӗр шкул пӗтернисем пек тăван чӗлхене питӗ тăрăшса вӗренекенсем (республика, регионсем хушшинчи конкурс-олимпиадăсене хастар хутшăнакансем) 10-мӗш класри Оксана Красновăпа Валентина Емельяновăна кăна асăнчӗ вăл. Сăмах май, вӗсем пӗлтӗр çулталăк вӗçӗнче чăваш чӗлхипе тата литературипе иртнӗ республика олимпиадинче пулчӗç.
Ачасем садикрен чăвашла пӗлмесӗрех тухнипе вӗсемпе ӗçлеме çав тери йывăррине пытармарӗ вӗрентекен. 2-мӗш класра, калăпăр, вырăсла калаçакан ачасем пуррипе чăвашла вӗренесси уксахлать. Тăван чӗлхе урокӗсен сехетне чакарманнипе, чăваш шкулӗн программипе вӗрентнипе кăна 4-мӗш класа çитнӗ тӗле ачасем чăвашла калаçма хăнăхса пыраççӗ-мӗн. Майя Леонидовна шанăçа çухатмасть-ха, 4, 5, 6-мӗш класра чӗлхене туйса вӗренекен ачасем пуррине пӗлтерчӗ вăл.
Чăваш чӗлхи тата литератури кӗнекисене темиçе çул учебниксен федераллă переченьне кӗртменрен шкулсене çӗнӗ кӗнекесем тахçанах килмен. Йăвашкеле те акă юлашки хут 2014 çулта 5-мӗш классем валли тăван литература учебникӗ килнӗренпе урăх пӗр çӗнӗ кӗнеке те çитмен. Палăртса хăварам, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн ертӳçи Лилия Ахметзянова çак кунсенче «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире хальхинче чăваш кӗнекисем федераллă перечене кӗнине, 1-9 классем валли чăвашла вӗрентӳ кӗнекисене республика туяннине каларӗ. Апла-тăк, çӗнӗ кӗнекесем шкулсене кӗçех çитмелле.
Коронавирус пандемине пула дистанцилле вӗренесси те тăван чӗлхе предмечӗ çине лайăх витӗм кӳмерӗ. Пӗрремӗшӗнчен, кашни ачан килте компьютер, лайăх телефон çук, иккӗмӗшӗнчен, килте хистесе, тӗрӗслесе тăракан аслисем юнашар мар-тăк, ача хăй тӗллӗн вӗренесшӗнех çунмасть. Çавăнпа интернетпа çыхăнăва тухман тӗслӗхсем те пулнă. Çитменнине ку предметпа ППЭ памалла мар, эппин, пусăм урăх предметсем çине. Çапах та чӗлхемӗрӗн пуласлăхӗ çук тесех калас килмест-ха. П.Хусанкай калашле, пире пӗрре мар «каснă, вăтăрнă», чăваш чӗлхи пӗтет текенсем 200 çул каялла та пулнă, эпир вара пурпӗр хамăрăн çырулăха туса хунă, культурăна аталантарнă. Халӗ те çаплах пултăрччӗ-ха, шкулсенче чăвашла вӗрентнӗ чух йăх-несӗл тымарӗ касăлмӗ-ха.

​ Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев