Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Тытамак диагноза пуçласа илтекен çемье хыпара питӗ йывăррăн йышăнать

Мартăн 26-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче халăха тытамак (эпилепси) чирӗ çинчен ăнлантарас тӗллевпе «Хӗрлӗрех кăвак куна» паллă тăвать. Пуç мимин шала кайнă чирӗ шутланакан эпилепсипе паян​ тӗнчере нумай çын чирлет. Хусанта кăна 925, республикăра 2 пине яхăн ача аптрать. Мӗншӗн статистикăна ачасене кăна кӗртнине те ăнланмалла, ку чир пур-тăк, вăл тӗпрен илсен 15 çула çитиччен палăрать, сайра чухне кăна 65-рен иртсен.

Диагноза пуçласа илтекен çемье хыпара питӗ йывăррăн йышăнать. Нумай чухне ним тума аптрать. Ку вăл чи малтан обществăра эпилепси чирӗ тавра нумай халап çӳренипе, юридици хӳтлӗхӗ çуккипе çыхăннă. Калăпăр, çак чирпе аптракан ачашăн садике çӳресси, шкулта, аслă шкулта вӗренесси чăрмавлă. Закон чармасть пулсан та, учреждени администрацийӗ илесшӗн мар вӗсене йыша. Ӳссе çитсен нихăçан та руль умне лараймасть (водителе вӗренме ирӗк çук вӗсен), салтака каяймасть, лайăх ӗçе те вырнаçаймасть кун пек ача. Мӗншӗн тесен ӗç паракан унпа çыхланасшăн мар. Чир ăруран ăрăва куçасран хăранипе хăй те çемье çавăрма, ача çуратма шикленет. ​

Хусанăн тӗп эпилептологӗ Елена Морозова «Татар-информ» агентствăра çак кунсенче иртнӗ пресс-конференцире ашшӗ-амăшӗсене лăплантарма васкарӗ. Тӗрӗс те вăхăтра пуçланă сиплев 70 процент пациентăн чирне контрольте тытма, операци 10 процентне сыватма пултарать иккен. Çавăнпа та ыйхă ЭЭГ тӗрӗслевӗ ачан эпиочаг пуррине кăтартсан, ашшӗ-амăшне вăхăта тăсмасăр лайăх эпилептолог патне кайма хушрӗ. Специалист кăна чир чăнах та пуррипе çуккине çирӗплетсе калаять тата тӗрӗс сиплев палăртаять иккен. Шел те, тытамак чирне участок больницинчи невролог сиплеймест, лайăх эпилептологсем вара республикăри пысăк хуласенче кăна пур. ​

Елена Морозова каланă тăрăх, тытамак тытни эпилепсин пӗртен-пӗр симптомӗ мар иккен, пӗтӗмпе 72 тӗрлӗ вӗсем, çав шутра вăраха тăсăлакан депресси, вăхăтлăха хытса тăни тата ытти те. Урăхла каласан, хăшӗ-пӗрин тытамак приступӗ палăрмасса та пултарать.

Енчен те приступ пулчех-тӗк, юнашаррисен мӗн тумалла-ха? Пӗрремӗшӗнчен, ăна искусствăлла майпа сывлаттарма хăтланса енчен енне сӗтӗрме, çăварне хайăрса шăлӗсене катма юрамасть. Майпен кăна аяк пӗрчи çине çавăрса вырттармалла та приступ иртсе каясса кӗтмелле. Çав вăхăтра тыткаларăшне, ал-урин хусканăвне телефонпа видео çине ӳкермелле. Каярах тухтăра кăтартма кирлӗ ку. Эпилептолог çак курăнăва пăхса чир мӗнле палăрнине тишкерет, ытти тӗрӗслев ирттерет, унтан тӗрӗс сиплев маршрутне палăртать. Тухтăрсен сăмахӗсем тăрăх, тытамак приступӗ 3-5 минутран ытла тăсăлмасть.

Медицина пӗр вырăнта тăманран эпилепси чирӗ паян приговор мар, ăна сиплемелли эмелсем çителӗклӗ, тӗпрен илсен, сиплев килтех иртет. Чир пур çыннăн вăхăтра тухтăр патне кайса тӗрӗсленсе тăма кăна ӳркенмелле мар.

Ирина НИКОЛАЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев