Сувар

Учительсем валли кӑларакан журнала Тутарстанра тваттӑн ҫырӑнаҫҫӗ

Мӗн ҫине таянса аталантараҫҫӗ-ши педагогсем чӑваш чӗлхине ҫак журнала та ҫырӑнса илмесен? Е вӑл пирӗн чӑвашла вӗрентӳ ячӗшӗн кӑна юлчӗ-и? 

 Шупашкарта "Халӑх шкулӗ - Народная школа" педагогика журналӗ тухнӑ. Вӑл икӗ уйӑха пӗрре 1000 экземплярпа чӑвашла-вырӑсла тухать. Тытӑмӗпе питӗ те пуян. Инклюзивлӑ вӗрентӳ пирки те, ача сачӗсенче ФГОҪ кӗртесси ҫинчен те тӗплӗн ҫырнӑ унта, чӑваш чӗлхине, литературине тата культурине пысӑк вырӑн уйӑрнӑ, воспитани ҫинчен те манман. 

Журналӑн тӗп редакторӗ Олег Прокопьев пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Тутарстанра, Ульяновск облаҫӗнче, Самар облаҫӗнче, Пушкӑртстанра, Пенза облаҫӗнче ҫырӑнса илеҫҫӗ. Анчах та тулашри регионсенче тиражсем питӗ те сахал, 2-3 экземпляр кӑна. Тутарстанра ТР ЧНКА Канашӗпе пӗрле 4 журнал ҫырӑннӑ. 

Пирӗн республикӑра 86 шкулта чӑвашла вӗрентӗҫҫӗ тетпӗр. Кӗнекесемпе методика пулӑшӑвӗ ҫитменни пирки учительсемпе директорсем кашни канашлура калаҫаҫҫӗ. Мӗн ҫине таянса аталантараҫҫӗ-ши педагогсем чӑваш чӗлхине ҫак журнала та ҫырӑнса илмесен? Е вӑл пирӗн чӑвашла вӗрентӳ ячӗшӗн кӑна юлчӗ-и? 

Ман шутпа "Халӑх шкулӗ" журнал,  "Мэгериф" пекех, чӑвӑш чӗлхине вӗрентекен кашни шкулта пулмалла. Ҫав шутра "эпир чӑваш наци компоненчӗллӗ, пире чакарма юрамасть" тесе иртнӗ ҫулхи сокращенисенчен сыхланса юлнисенче те. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: