Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Учительсене ирӗксӗрлесе вакцинацилемеҫҫӗ

Нимӗнле хӗсӗрлев те ҫук, пулма та пултараймасть. Вакцинаци умӗн учительсем нумай анализ параҫҫӗ. Енчен те врач ырларӗ пулсан, прививка тума юрать

Тутарстан учителӗсене коронавирус инфекцийӗнчен хӑйсен ирӗкӗпе кӑна вакцинацилӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пресс-конференцире пӗлтернӗ.

Ведомство пуҫлӑхӗн сӑмахӗсемпе, педагогсен вакцинацийӗ ӗнтӗ пуҫланнӑ, ӑна учительсен ирӗкӗпе кӑна тӑваҫҫӗ.
"Нимӗнле хӗсӗрлев те ҫук, пулма та пултараймасть. Вакцинаци умӗн учительсем нумай анализ параҫҫӗ. Енчен те врач ырларӗ пулсан, прививка тума юрать. Вакцинацие ҫынна ирӗксӗрлесе тутармаҫҫӗ", – палӑртнӑ Хадиуллин.
Маларах вӗрентӳ министерстви шкул ачисене ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен шкул ачисене прививка тумаҫҫӗ тесе пӗлтернӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев