Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Угаслов вырӑнне кам пулать?

Ҫак ыйту тавра ӗнтӗ пӗр уйӑх ытла чӑвашсен Интернетри сообществисенче тавлашу пырать. Ҫынна юраса пӗтерме ҫук, Ҫапах та Чӑваш Наци Конгресӗн ертӳҫи - питӗ яваплӑ та пысӑк вырӑн, унта пули-пульми ҫынна лартма юрамасть

Конгрес прӗзиденчӗн пуканне икӗ срок йышӑннӑ Николай Угаслов хӑй малашне ҫак вырӑнта ӗҫлеме килӗшменнине пӗлтерсен, влаҫрисем те, общество та ӑна улӑштарма пултаракан ҫынна шырама тытӑнчӗҫ. 

Кандидатурӑсен хушшинче Тимӗр Тяпкинӑн та, Олег Мустаевӑн та, Зоя Яковлеван та хушамачӗсем тухкаларӗҫ. Владимир Зоринпа Валерий Клементьев вице-президентсем те ҫӳллерех кайма пултараҫҫӗ. 

Октябрӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Правительствин Ҫуртӗнче иртнӗ канашлура Николай Угаслов ҫак ыйтура хӑй пӑнчӑ лартрӗ. 

"Манӑн кандидатура - Валерий Леонтьевич Клементьев, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ. Эпӗ сиртен ӑна ыранхи Аслӑ Пухура тӗрев пама ыйтасшӑн. Хамӑн Конгресран пуҫӗпех тухса каяс килмест, вице-президент пек ӗҫлеме кӑмӑл пур",- терӗ Николай Федорович. 

Тӗлпулӑва хутшӑннӑ ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, тата вӗрентӳ, культура, информаци политикин министрӗсем енчен хирӗҫлӗв е ыйтусем пулманнине кура, эпир ҫак кандидатурӑна влаҫ ырланӑ тесе ӑнлантӑмӑр. 

"Кандидатурӑсем тата та пулаҫҫӗ, съездӑн йӗрки ҫапла", - тесе лӑплантарчӗ иккӗленекенсене Николай Угаслов. Мӗнех, кӑштахран пӗлтӗмӗр вӗсем камсем иккенне.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев