Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЯВ ПАРНЕЛЕКЕН ПӖРТĂВАНСЕМ

Анна Никоноровăпа Татьяна Ермилова Ульяновскра хăйсен кӗнекисемпе паллаштарчӗç

Ульяновскри «Содружество» библиотекăна Татьяна кунӗнче чăвашсем нумайăн пуçтарăннăччӗ. Унта кӳршӗллӗ Пăва районӗнчи Таккаварта çуралса ӳснӗ пӗртăван Никоноровăсен – 

качча кайнăранпа Анна Трофимовăпа Татьяна Ермилован – кӗнекисен хăтлавӗ иртрӗ. 

Анна Никонорован «Пӗртăвансем», Татьяна Ермилован «Манăçми самантсем» кӗнекисене кун çути кăтартма «Канаш» хаçатра ӗçлекенсем пулăшнă. Хаçатăн тӗп редакторӗ Елена Мустаева Анна аппапа Татьяна Степановнăна малашне те çӗнӗ кӗнекесем кăларма хавхалану, ăнăçу сунчӗ. 

Хăтлава Анна аппа хăй ертсе пычӗ, хайлавӗсем еплерех çурални пирки каласа пачӗ. 

– Пуçăмра кăмăла каякан сюжет аталанать те – сăнарсене калăпласа çырса кăтартсан хайлав çуралать. Нумайăшне пурнăçран илетӗп, паллах. Кайран, кӗнеке тухсан, вулакансем калавра хăйсене палласа илни те пулман мар. Хăшӗсем тав тăваççӗ, хăшӗсем юнаççӗ те... Эпӗ ача чухнех çыркаласа пăхнă, «Пионер сасси» хаçатра пичетленнӗ. Кайран нумай çул çырман. 35 çул тултарнăранпа эпир каллех чăваш юхăмӗнче, – терӗ  Анна Степановна.

Чăвашсен паллă юрăçи Сергей Кувшинов юрлакан «Ах, аннеçӗм, анне» юрра Анна Никонорова çырнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Юрăсем çырма ăна «Еткер» кăларăма нумай çул хушши ертсе пынă Олег Мустаев хавхалантарнă иккен. «Ытти авторсенне юрласа çитӗ, хăвăн юррусене çырма вăхăт», – тенӗ Олег Николаевич юрлама кăмăллакан Анна аппана. 

Александр Богатов çыравçă пӗртăвансен пултарулăхӗ пирки нумай ырă сăмах каларӗ. РФ тата ЧР Профессилле писательсен союзӗсен пайташӗ Елена Алексеева çӗнӗ кӗнекесене профессионал куçӗпе хакларӗ. 

2010 çулта Пăвана пурăнма куçсан Анна аппан пурнăçӗнче çӗнӗ тапхăр пуçланнă. Унтанпа вăл Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн секретарӗ, малтан «Уяв», халь «Туслăх» фольклор ансамблӗсен солистки. Пӗлтӗр хăй 70 çул тултарнă тӗле Анна Степановна пьеса çырнă. Ун тăрăх лартнă спектакле районта кăтартман клуб, сцена юлман. Пăвари «Туслăх» (пултарулăх ертӳçи – Наталья Ракова) юрăçисем, таккаварсемпе элшелсем пӗртăван Никоноровăсене саламлама Ульяновска килмесӗр пултарайман, паллах. Вӗсен юррисем, çепӗç сăмахӗсем пурне те çунат хушрӗç.

Раккассинче çуралса ӳснӗ, паян Ульяновскра пурăнакан хисеплӗ çын, УОЧНКАн Ленин районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи, отставкăри полковник Петр Петров та ентешӗсене автономи председателӗ Владимир Бабайкин ятӗнчен саламларӗ.

Татьяна Ермилова пурăнакан Аслă Нагаткинран та ентешӗсем, тусӗсем килсе çитнӗ. Александра Ледюковăпа Нина Юнгерова, чăваш кӗнекине сума сăвакан ытти тăванӗсем Татьяна Степановнăна пирвайхи кӗнеке  тухнă ятпа саламларӗç, малашне те ăнăçу сунчӗç. Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ, историк тата çыравçă Василий Селендеев Т.Ермилован прозипе поэзине, чӗлхине, тытăмне тишкерчӗ. 

Сăмах илес текенсем нумайăн пулчӗç. 

– Эсир ăçта – унта яланах уяв пулнă. Пултăр та, – терӗ Нина Еграшкина Аннăпа Татьянăна телей, сывлăх, ăнăçу, мир сунса. – Хăвăр хутшăнакан  пур мероприятие те юррăр-сăввăрпа илем, савăнăç кӳретӗр. Тутлă кукăльсем пӗçерсе, техӗмлӗ сăра вӗретсе пурне те хăна тăватăр. Сирӗн пек хастарсем пулнипе чăваш культури аталанать те, ачасем тăван сăмаха илтсе ӳсеççӗ, асанне-кукамай чӗлхипе вулаççӗ. 

Хăтлав çӳллӗ шайра иртрӗ. «Туслăхпа» пӗрле вырăнти «Палнай», «Илем», «Сăрнай» ансамбль солисчӗсем те туслăх кăшăлне тăрса илемлӗ юрăсем шăрантарчӗç. Сӗтел хушшине ларсан та шăкăл-шăкăл калаçу малалла тăсăлчӗ. Ăçта чăваш сăмахӗ – унта вара яланах киленӳ. Яланах çапла пулнă, пултăр та.  

Алена СЕЛИВАНОВА.

Ульяновск хули. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев