Сувар

Укҫа чул кастарать

Тутарстанри полицейскисем Хусан тӑрӑх куҫса ҫӳреме ирӗк паракан суя справка сутакансене тытса чарнӑ

Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупцие хирӗҫ кӗрешекен управленин ӗҫченӗсем оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттерсе коронавирус пандемиине пула кӗртнӗ самоизоляци режимӗ вăхăтӗнче Хусан тӑрӑх ҫӳреме ирӗк паракан суя справкӑсене сутакан виҫӗ "усламҫӑна" тытса чарнӑ.

Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем «WhatsАpp» мессежментпа тата «Вконтакте» социаллӑ сетьпе усӑ курса суя справкӑсене пӗр экземплярӗшӗн 1000 тенкӗрен пуҫласа 2000 тенкӗ таран сутнӑ. ТР ШӖМ-ӗн УЭБиПК сотрудникӗсем карантина пула ӗҫне чарман предприятисенче ӗҫлеҫҫӗ тесе фиктивлӑ справкӑсене туяннӑ чухне укҫа купюрисене паллӑ тунӑ. Суя справкӑсемшӗн укҫисене тӳленӗ хыҫҫӑн асӑннӑ ҫынсене тытса чарнӑ.
Икӗ факт тӑрӑх тӗрӗслев пырать, ун тӑрӑх процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Тытса чарнӑ пӗр ҫын пирки РФ Уголовнӑй Кодексӗн 327 статйин 1-мӗш пайӗпе (суя документсем туни) уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.
ТР ШӖМӗн пресс-служби

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: