Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Укҫа хисепе юратать

Зачет пама уйӑрнӑ вӑхӑт –пӗр сехет

 

Тутарстанра пурӑнакансене финанс пӗлӗвӗсен шайне тӗрӗслеме чӗнеҫҫӗ.
Кашни кӑмӑл тӑвакан декабрӗн 7-16-мӗшӗсенче Пӗтӗмраҫҫейри финанс пӗлӗвӗсен онлайн-зачетӑн ыйтӑвӗсене хуравласа хӑйӗн пӗлӗвӗсен шайне хаклама пултарать.
Хутшӑнакансем финанс ыйтӑвӗсене мӗн таран лайӑх татса пама пултарнине тӗрӗслеме тата хӑйсен пӗлӗвӗсене лайӑхлатас тӗлӗшпе уйрӑм рекомендацисем илме пултараҫҫӗ.
Зачета икӗ пая пайланӑ. Вкладсем, кредитсем, страховани пирки паракан ыйтусемсӗр пуҫне усламҫӑсем валли заданисем те пур. Ҫав вӑхӑтра йывӑрлӑх шайне те суйласа илме пулать: никӗсрине тата вӑйлӑраххине. 30-тан 20 тата ытларах ыйту ҫине хуравланӑ ҫынсем ятлӑ сертификат илеҫҫӗ.
Зачет пама уйӑрнӑ вӑхӑт –пӗр сехет. Ӑна темиҫе хут та парса пӑхма пулать.
Зачета йӗркелекенсем – Раҫҫей Банкӗ тата Стратегиллӗ пуҫарусен агентстви.
Онлайн-зачет виҫҫӗмӗш хут иртет. 2018, 2019 ҫулсенче унта ҫур миллион ытла ҫын хутшӑннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев