Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Укҫа вӑрланӑ соцстрах ӗҫченӗсене судпа айӑплаҫҫӗ

Следстви версийӗпе, 2013-2018 ҫулсенче ФСС ӗҫченӗсем 147 хӗрарӑма фиктивлӑ фирмӑсене ӗҫе "вырнаҫтарнӑ". Ҫакӑншӑн вӗсем йывӑр ҫын пулнӑшӑн тата ача ҫуратнӑшӑн пособисем илнӗ. Декретра ларакан хӗрарӑмсене укҫан пӗр пайне панӑ, тепӗр пайне хӑйсене хӑварнӑ

Хусанта Социаллӑ страхлав фончӗн ӗҫченӗсене ача ҫуратнӑшӑн парӑнакан пособисемпе 80 млн тенкӗлӗх афера тунӑшӑн судпа айӑплаҫҫӗ.

Подсудимыйсен сакки ҫинче 10 ҫын ларать, ҫав шутра страховой взноссене администрацилекен уйрӑмӑн начальникӗ тата фондӑн пӗр уйрӑмӗн тӗп специалисчӗ те. 

Следстви версийӗпе, 2013-2018 ҫулсенче ФСС ӗҫченӗсем 147 хӗрарӑма фиктивлӑ фирмӑсене ӗҫе "вырнаҫтарнӑ". Ҫакӑншӑн вӗсем йывӑр ҫын пулнӑшӑн тата ача ҫуратнӑшӑн пособисем илнӗ. Декретра ларакан хӗрарӑмсене укҫан пӗр пайне панӑ, тепӗр пайне хӑйсене хӑварнӑ. 

Пӗтӗмӗшле илсен судпа айӑпланакансем хыснаран 80 яхӑн миллион тенкӗ вӑрланӑ. 

Ҫак ӗҫпе тата икӗ ҫын иртмелли паллӑ, анчах та вӗсем тарма шутланӑ. Розыск пырать. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев