Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ мистикӑлла драма тинех сцена ҫине тухрӗ

Чаршав хупӑнсан 6-мӗш ретре ларакан ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова залри ҫынсенчен пӗрремӗш ура ҫине тӑрса алӑ ҫупма пуҫлани асра юлчӗ

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсенчен ытларахӑшӗ хутшӑннӑ спектакле (пурӗ 50 ҫын та пур пулӗ) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ. Октябрӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта "Шуйттан чурин" премьери пулчӗ.
Чаршав умӗн сцена ҫине тухса куракана саламлакан Валерий Яковлев мэтр кӑштах ҫак постановкӑн историйӗпе паллаштарчӗ. 1907 ҫулта Константин Иванов "Шуйттан чури" пьесӑн пӗрремӗш пайне ҫырать. Анчах поэтӑн хайлава малалла тӑмса май килмен. 1960-мӗш ҫулсенче Мускавра вӗренекен Валерий Яковлев Ухсайпа пӗрре мар тӗлпулса калаҫнӑ. Вӑл Яков Гавриловича Иванов пуҫланӑ ӗҫе вӗҫлеме ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Трагеди никӗсне Ухсай хӑйӗн пуян аслашшӗн тата виҫӗ пушар хыҫҫӑн ҫука тӑрса юлнӑ ашшӗн историне кӗртнӗ. Спектакльти тӗп шухӑш – этем ӑс-тӑнӗпе укҫа хуҫаланни.
"Шуйттан чури" сӑвӑлла драмӑра Гётен "Фаустне" аса илтерекен пӗрпеклӗхсем нумай. Анчах та ӗҫ чӑвашсем тӗне кӗричченхи вӑхӑтра пулса иртнӗрен, пирӗн халӑхӑн ун чухнехи пурнӑҫӗ, ӗмӗрхи йӑлисем куракан умне "Аватар" фильмри пекех тухса тӑраҫҫӗ. Театр ӗҫченӗсем декорацисемпе, кӗвӗпе, ташӑсемпе, ҫутӑпа, тӗссемпе, массовкӑпа пӗлсе ӗҫлени чӑваш халӑх поэчӗн драматургиине тата та вӑйлатать. Сӑвӑллӑ спектакльте анатри чӑвашсен ытарлӑ та янравлӑ чӗлхи сӑнарсен репликисемпе монлогӗсене ҫатлаттарса ҫыпӑҫтарса пырать. Спектакль режиссерӗ Наталия Сергеева яваплӑ премьерӑра тӗп рольсене ҫамрӑк артистсене парса теветкелленнӗ пулмалла та, анчах йӑнӑшман, тӗрӗс тунӑ. Куракансем вӗҫӗнче Шуйттана (Алексей Герасимов вылять) пуринчен ытларах алӑ ҫупрӗҫ.
Пӗр енчен, ретсенче ҫын урлӑ лартӑмар пулсан та, ҫак премьерӑра пулса курайнишӗн савӑнатӑп. Ман юратнӑ актерсем ҫак постановкӑна хутшӑнни те кӑмӑла ҫӗклерӗ. Коронавирус пандемин лару-тӑрӑвӗ тата та хӑрушлансан, театрсене каллех хупма пултараҫҫӗ вӗт.
Чаршав хупӑнсан 6-мӗш ретре ларакан ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова залри ҫынсенчен пӗрремӗш ура ҫине тӑрса алӑ ҫупма пуҫлани асра юлчӗ. Пуҫ тайма тухнӑ артистсене овацисен ӑшне путарни пирки каламасан та юрать пулӗ ӗнтӗ. Кӗтнӗ чӑваш халӑхӗ ку премьерӑна, кӗтнӗ.
Залран тухнӑ чухне партерти чи хыҫалти ретре питне маска хыҫне пытарнӑ шурӑ ҫуҫлӗ чӑваш драматургӗ Арсений Тарасов ҫӗнӗ пъесӑн сюжечӗ пирки шухӑшласа ларнине асӑрхарӑм. Апла пулсан шавлӑ премьерӑсем чӑваш театренче тата та пулаҫҫӗ-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев