Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Украина ӗлӗкхи пек пурнăçа таврăнаймӗ

Тытăçу – нумай тăсăлать-и вăл, сахал-и – пурпӗр хăçан та пулин вӗçленет. Украинăри ятарлă операци те çавах. Ун хыççăн Украинăн пуласлăхӗ мӗнлерех пуласси пирки çивӗч ăслисем шутлаççӗ.

Пӗрисем «Украина» ятлă çӗршыв Европа картти çинче урăх пулмасть теççӗ. Ку ăна пӗтӗмпех пӗрлешӳллӗ çарсем алли илнине пӗлтерет. Çапăçу хӗрӗсенчи лару-тăру Украина çарӗсем майлă мар теççӗ. Теприсем Украина вырăнӗнче Польшăпа Раççей пулаççӗ теççӗ. Кунта та шухăшламалли пур. Польша Украинăна хӗç-пăшал тата ытти пулăшу кӳрессипе пӗрремӗш вырăнта тăрать. Европăра йăлтах тӳлевлӗ пулнине шута илсен, часах ку пулăшушăн Украинăн тӳлемелле пулӗ. Çука юлса пыракан чухăн çӗршывăн хăйӗн территориӗпе тӳлеме тивесси куçкӗрет. Зеленский правительствипе парламенчӗ Польша гражданӗсене Украинăра пысăк преференцисем туса пачӗç ӗнтӗ. Хальхи вăхăтра пӗрлешӳллӗ вăйсен контролӗнчи территорисенче улшăнусем пулса иртеççӗ, унта пурăнакан çынсем Раççей гражданӗсем пулса тăма заявленисем параççӗ. Çак тăрăхсенче пурăнакансем референдум ирттерсе хăйсен çӗрӗпе пӗрлех Раççей тытăмне кӗресшӗн.

Херсон облаçӗн çарпа граждан администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗн Кирилл Стремоусов сăмахӗсемпе, ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа – февралӗн 24-мӗшӗнчен çуралнă ачасене тӳрех Раççей гражданстви парăнать. Те шанмалла, çе çук, анчах та Запорожье облаçӗн çарпа граждан андминистрацийӗн пуçлăхӗ Украина банкӗсенче илнӗ кредитсене текех тӳлемелле маррри çинчен хушу кăларнă. Сăлтавӗ – Запорожье облаçӗнче Украина банкӗсем ӗçлеме чарăннă.

Асăрхаттарни: ку хыпарсене Телеграмм-каналтан илнипе тӗрӗслеме май килмест.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев