Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Украина Раççейпе дипломати хутшăнăвӗсене татать

Çакăн çинчен нумай пулмасть Владимир Зеленский пӗлтернӗ. Вăл Мускавран Украина посольствине эвакуацилеме хушнă. Украина Президенчӗ Раççей çыннисенчен вăрçа хирӗç минитнгсене тухма ыйтнă. Çавăн пекех вăл Верховнăй Радăна Украинăра пӗтӗмӗшле мобилизаци пуçланасси çинчен пӗлтерме сӗннӗ.

Украина телеканалӗсем вӗсен хӗçпăшаллă çарӗсем икӗ Раççей вертолетне персе антарнă тата 5 танкне сирпӗтнӗ тесе пӗлтереççӗ. Пирӗн унти çарсем çакна çирӗплетмеççӗ.

«Телеграмм-каналсенче тӗрӗслемен информаци пичетлеççӗ, вӗсене ан шанăр», - теççӗ Украина телеканалӗсем. Украина влаçӗсем НАТО миротворецӗсене çӗршывне кӗме чӗнесшӗн. Украина телеканалӗсенчен пӗри хуласенчи собкорӗсене смартфонӗсемпе усă курса тӳрӗ эфирта «Марафон втрожения» ирттерет.  

Раççей «беспрецендентнăй» изоляципе тӗлпулма пултарать тесе асăрхаттараççӗ Евросоюз ертӳçисем. Босфорпа Дарданеллы проливӗсене Раççей çар карапӗсем валли хупнă. ФИФА Чемпионсен лигин финалне Санкт-Петербургран Киева куçарать.   

Керчь проливӗнче судносене çӳреме чарнă. Симферополь аэропорчӗ те вӗçевсене чарнă. Çавăн пекех Украинăпа чикӗллӗ облаçсенче те пассажир самолечӗсем сывлăша çӗкленмеççӗ. Раççей кăнтăрӗнчи 12

Украина пограничникӗсем чикӗ хӗрринче нихăш çӗрте те Раççей çарӗсене хирӗç тăман, тесе пӗлтерет «Россия 24» телеканал. Раççей çарӗ Украинăн ПВО объекчӗсене «лăплантарни» çинчен пӗлтерет. Раççей çарӗсем Луганск, Харьков, Сумстк, Чернигов Житомир енчен кӗреççӗ. Киевра, Харьковра тата Одессăра сирпӗнӳсен сассисем илтӗнеççӗ.

Владимир Путин сăмахӗсемпе Уранинăна окупацилесси Раççей планӗсене кӗмест. 
Ку материала хатӗрленӗ чухне тӗрлӗ çӗршывсен информаци агентствисен хыпарӗсемпе усă курнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев