Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Украинăра та Акатуй тăваççӗ

Хăй халăхне выçлăхран çăлса хăварас тесе пуçне хунă поэт сăнарӗ вӗсемшӗн çывăх

Чернигов облаçӗнчи Остер хулине Киевра тата ытти хуласенче пурăнакан чăвашсем çулталăкне пӗрре те пулин пухăнма тăрăшаççӗ. Шăпа пӳрнипе-и, советсен вăхăтӗнче кунта Çеçпӗл Мишши ячӗпе нумай япала туса хунă. Вырăнти шкулта Çеçпӗл кӗтесӗ пӗчӗк мар, хулари таврапӗлӳ музейӗ те çулăмлă революционера хисеп тăвать. Чăваш поэчӗ Украина хулин историне кӗрсе юлнах иккен. Унсăрăн хӗрлисен майлă пулнă комсомолецăн палăкӗсене революци тума юратакан халăх тахçанах ватса пăрахмалла. 
Анчах та выçлăх мурӗ украинецсемшӗн пушă сăмах мар. Çавăнпа та хăй халăхне выçлăхран çăлса хăварас тесе пуçне хунă çамрăк поэт сăнарӗ вӗсемшӗн çывăх пулмалла. Çеçпӗлӗн вилтăприне вырăнтисем тирпейлесе, тасатса тăраççӗ.
Остера хăнана килекен чăвашсем малтан шкулти музейра пулса поэт сăввисене вулаççӗ, унтан Çеçпӗл вилтăпри çине чечек çыххисем хураççӗ. Асăнаççӗ те ӗнтӗ хамăр йăлапа. Кăçал тата вӗсем Остерта Акатуй йăлине те тăвас тенӗ. Чăваш юрри-ташши вырăнти туссене те килӗшнӗ.  
Хыпара «Одноклассники» соцсетьрен илнӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев