Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Украинăра вилнӗ ентешсене асăнса футбол турнирӗ иртрӗ

Украинăра иртекен ятарлă çар операцине Тăхăрьялтан 19-ăн кайнă. Шел пулин те çак вăхăта иккӗшӗ пуçӗсене хунă. Чӗмпӗрте тата Хусанта контрактпа хӗсмет иртекенсем сахалăн мар.

Майăн 1-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Шемекре таврари ялсенчи çамрăксен командисем хушшинче футбол турнирӗ иртрӗ, ăна Украинăри çапăçусенче пуçӗсене хунă салтаксене халалларӗç. Тавăрми çухатусем Тутарстана та аййкинчен иртсе кайман, пирӗн республика ятарлă çар операцийӗнче 62 çынна çухатнă.  

Тăхăрьял кубокне çулсерен майăн 1-мӗшӗнче ирттереççӗ. Хăш-чух çумăр, хăш чух юр чăрмантарать выляма. Анчах та спорт патне туртăнни тата ялсем хушшинчи вăйсене урамри хирӗçӳсенче мар, ăмăртура виçме май пулни каши çул таврари чылай çамрăка Шемекри футбол площадкине пуçтарать.

Турнира йӗркелесе ирттерме пулăшакансен хушшинче Валерий Михайлов, Евгений Ильин, Николай Мешков – хăйсем те спортпа питӗ туслă. Çӗнтерӳ фончӗ те пӗчӗк мар - 60 000 тенкӗ.

Ăмăртăва хутшăннă командăсен хушшинче шемексем, пӳркелсем, элшелсем, киштексем, кивӗмертлӗсем пулчӗç. Хăш-пӗр ялсем футбол формисӗр пулни вӗсен пуçлăхӗсене шухăшлаттармасть пулмалла тесшӗнччӗ. Анчах та хальлӗхе ку турнир вырăнти администраци хутшăнмасăр йӗркеленет.

Çанталăк çиллӗ тăчӗ пулин те, куракансем нумайăн пуçтарăннăччӗ. Пухăннисене Чӗмпӗрти 73612 çар чаçӗн представителӗ, Пăвари афганец-салтаксен пӗрлешӗвӗн ертӳçи саламларӗç. Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн çӗнӗ ертӳçи Владимир Бабайкин тата ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев та пурччӗ турнир хăнисен хушшинче. Вӗсем футболистсене ăнăçу сунса ăмăртăва йӗркелекенсене тав турӗç.

Кăçал «Тăхăрьял кубокне» Шемек команди çӗнсе илчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев