Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Украинăри Рада депутачӗсем халăхсем хушшинчи организацисенчен ДНРпа ЛНРăн никама пăхăнманлăхне йышăнма кирлӗ марри çинчен ыйтнă

Çакна вӗсем Раççей Думи паян Владимир Путинран Донецк тата Луганск халăх республикисен ирӗклӗхне йышăнма ыйтса сасăланине хирӗç тунă

Çав вăхăтра НАТО генеральнăй секретарӗн сăмахӗсемпе, Украинăран уйрăлса тухасшăн республикăсен никамапăхăнманлăхне йышăнни – халăхсем хушшинчи правона пăсни пулать.

Раççей хăйӗн çарӗсене чикӗ хӗрринчен илнӗ хыççăн Украинăн хӗçпăшаллă çарӗсем Донбаспа Луганск облаçӗсене каялла тавăрас операцие пуçлама пултараççӗ. Мӗншӗн тесен НАТОна кӗрекен патшалăхсем Украинăна питӗ нумай хӗç-пăшалпа тивӗçтернӗ, халӗ те тивӗçтереççӗ.

Енчен те Владимир Путин Патшалăх Думи ыйтнине тивӗçтерсе ЛНР тата ДНР территорийӗсен никамапăхăнманлăхне йышăнсан, ку Раççей Минск килӗшӗвӗсенчен тухнине пӗлтерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев