Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Украинăри ятарлă çар операцийӗ вăхăтӗнче вилнӗ Тутарстанри çар çыннисен çемйисем республикăран хушма укçа пулăшăвӗ илӗç

Çакнашкал Указа паян Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов алă пусса çирӗплетнӗ

Документ тăрăх, пӗр хутченхи тӳлев 2 000 000 тенкӗ пулать. Ку вăл Тăван çӗршыв умӗнчи парăма паттăрла парса вилнӗ çар çыннисен тăванӗсене хушма финанс пулăшăвӗ пулӗ.

Аса илтеретпӗр, маларах Раççей Президенчӗ Владимимр Путин Украинăри ятарлă çар операцийӗ пынă хушăра вилнӗ салтаксен çемйисене, закон тăрăх пăхăннă страхлав тивӗçтерӗвӗ тата пӗр хутченхи пособи парăнни çинчен пӗлтернӗ. Ку вăл 7 421 000 тенкӗ.

Çавăн пекех пуçне хунă салтакăн çемйинчи кашни çынна уйăхсерен парăнакан укçа компенсацийӗ пăхăннă.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев