Сувар

Ҫул ҫинчи камерӑсен вӑрттӑн тӗлӗсене халь пӗлетпӗр

Хӑвӑртлӑха ӳстермесӗр ҫӳресен ку информаци кирлӗ мара тухать

 

Тутарстанра пурӑнакансем ҫул ҫинчи камерӑсем ӑҫта вырнаҫнине интернетран пӑхса пӗлме пултараҫҫӗ.
Ҫакӑн ҫинчен республикӑри Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтерет.
Ҫулпа ҫӳрес йӗркесене пӑснине регистрацилекен камерӑсен вырӑнӗсене халӗ кирек кам та маларах пӗлсе хума пултарать. Интернетра ҫак информацие  «Волго- Вятскуправтодор» тата «Главтатдортранс» сайчӗсене кӗрсе «Комплексы фотофиксации на дорогах» ссылкӑпа кайсан тупма пулать.

Унсӑр пуҫне, кирлӗ сведенисене Патшалӑх автоинспекцийӗн официаллӑ  гибдд.рф сайтӗнчен илме пулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: